Контент патне куҫ

Полторак Виктория Николаевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Полторак Виктория Николаевна хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Виктория Николаевна Полторак
Фото
Çуралнă вăхăт: 1980, чӳк, 18
Çуралнă вырăн: Верхнезейск, Зея районĕ, Амур облаçĕ, РСФСР, ССРП
Гражданлăх: РФ
Професси: раççей кино/театр актриси
Карьера: 2002 — х.в.

Виктория Николаевна Полторак (18.11.1980, Верхнезейск, Амур облаçĕ, РСФСР, ССРП çур.) — раççей театрпа кино актриси.

Виктория Полторак 1980 çулхи чӳкĕн 18-мĕшĕнче Инçет Тухăçра, Амур облаçĕнчи Верхнезейск паççулкинче çуралнă[1]. Ачалăхĕнче Виктория спорта юратнă, тĕрлĕ конкурссене тат ăмăртусене хутшăннă, пултарулăх кĕтесĕсене çӳренĕ, сцена çинче сăвăсем вуланă, сӳретлĕ ӳнере хăнăхнă. 1994 çулта амăшĕ хистенипе Модельсен шкулне ĕçе кĕнĕ. Вăхăт иртнĕçем «Бурда Моден» журнал ăна Мускава ĕçе чĕннĕ, анчах та килтех юлнă, аслă пĕлӳ илме шутланă[2].

2002 çулта Чĕмпĕрти патшалăх университечĕн культурăпа ӳнер факультетĕнче актĕрсен уйрăмĕнче диплома тивĕçнĕ.

Пайăр пурнăçĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • 1-мĕш упăшки — ...
    • хĕрĕ — Валерия (2002 çур.)
  • 2-мĕш упăшки — Константин (Чĕмпĕртен Мускав пĕрле килнĕ);
  • 3-мĕш упăшки — Максим Дрозд (1968 çур.), актер (2009—2014);
    • хĕрĕ — Софи (2010 çур.);
  • 4-мĕш упăшки — Виктор

Пултарулăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2002—2004 çулсенче Чĕмпĕр облаçĕн драма театрĕнче ĕçленĕ. «Мера за меру» (Шекспир) тата «За двумя зайцами» (Старицкий) спектакльсене хутшăннă.

Çав хушăрах Виктория Полторак спорт клубĕнче хăтланнă, фитнес инструкторĕ пулнă.

2004 çулта Мускава куçса кайнă, унта ГИТИС-е (Юрий Калмыковăн ăста лаççи) вĕренме кĕнĕ[3]. Вĕреннĕ чухне диплом спектаклĕсенче (Ниса — «Дурочка», Лопе де Вега; Полли тата Дженни Малинсем — «Трехгрошовая опера», Б. Брехт) вылянă.

Кинора Виктория Полторак пĕрремĕш ăстрăм 2006 çулта хăтланса пăхнă — сериалсенче пĕчĕк рольсене вылянă.


« «Лично у меня есть стержень. Если я сказала, что что-то сделаю - я сделаю! Знаю свои недостатки и свои слабые места, и стараюсь казаться лучше, чем есть. И никогда не берусь за дело, которое мне не под силу», - охарактеризовала себя Виктория Полторак. »

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]