Контент патне куҫ

Полугрудов

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Полугрудов Алексей Владимирович — хальхи коми çыравçи. 1976 çулхи утă уйăхĕн 17 Коми Республикинче çуралнă.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Коми Республикин Ертӳçи çумĕнчи шкултан вĕренсе тухнă, ун хыççăн Сыктывкар университечĕн финн-угор факультетне пĕтернĕ.

Хальхи вăхăтра «Войвыв кодзув» (Çурçĕр çăлтăрĕ) журналта яваплă çыруçă пулса ĕçлет.

Алексей Полугрудов амăшĕ енчен чăваш.

Комилле çырать. Ытларах кăмăллакан жанрĕ — калав. Калавĕсем Сыктывкарта тухса тăракан «Арт» тата «Войвыв кодзув» литература журналĕсенче кун çути курнă. Чăвашла куçарнă 3 хайлавĕ («Тĕтре», «Тĕлĕк», «Пĕрремĕш юр») «Ялав» журналăн 2005 çулхи пуш уйăхĕн номерĕнче пичетленнĕ. Россия шайĕпе ирттерекен "Литература магистрĕ" (Магистр литературы) конкурсăн "Вак проза" сыпăкĕн 2009 çулхи лауреачĕ. Ку ята автор "Васькино счастье" калавĕшĕн тивĕçнĕ.