Полчок
Курӑнакан калӑплав
Полчок - çывравçăсенчен чи пысăкки. Кĕлеткин тăршшĕ 18 сантиметра çитет, хӳри - 12 сантиметра. Йăвине йывăç хăвăлĕнче тума тăрăшать. Апата каçхине тухать, кăнтăрла йăвинче канать. Хĕл каçма тунката е йывăç тымарĕ айне йăва тăвать. Полчок çывравçă ами çулталăкра пĕрре кăна çăвăрлать. Ку çывравçăн тăшманĕсем сахал - ӳхĕсем тата пысăк тăманасем. Полчок çывравçă йышĕ пирĕн тăрăхра питĕ пĕчĕк. Тĕл пуласса полчоксем çурçĕр енчи вăрмансенче çеç сайра-хутра тĕл пулкалаççĕ.