Поппе Николай Николаевич
Николай (Николас) Николаевич Поппе - совет чĕлхиçĕ, алтайпа монгол тата тĕрĕк чĕлхисене тĕпчекенĕ. 1897 çуралнă, 1991 вилнĕ.
1926 çултан пуçласа СССР Наукăсĕн Академийĕн монголистика комиссийĕнче ĕçленĕ. 1939-1940 совет-финн вăрçин хутшăнаканĕ.
1944 çулта Германие пурăнма куçнă. 1949 çултанпа АПШ-сенче пурăннă. Вашингтон университетĕнчи профессор.
240 тĕпчекен ĕç ытла çырнă. Алтай чĕлхисен грамматикипе танлаштаруллă тĕпчесси çинчен, тата монголпа тунгус-маньчжур чĕлхисемпе фольклорĕ çинчен.
Чăваш чĕлхине тĕпченĕ.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Чувашский язык и его отношение к монгольскому и тюркским языкам Архивленĕ 16 Пуш уйӑхӗн 2012 çулта., 1924 çул. Известия Российской академии наук, том XVIII, часть 2.