Прокопьев Олег Николаевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Прокопьев Олег Николаевич
Ĕçлев тĕсĕ: çар çынни
Çуралнă вăхăт: 1963, раштав, 30
Çуралнă вырăн: Ишпарайккă ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш Ен
Гражданлăх: ССРП
Вилнĕ вăхăт: 1984, ака, 30
Вилнĕ вырăн: Хасар айлăмĕ, Афганистан

Прокопьев Олег Николаевич (30.12.1963, Ишпарайккă ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш Ен — 30.4.1984, Афганистан) — пĕрремĕш батальонри 2 мотоперевçĕсен ротин аслă сержанчĕ.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1963 çулхи раштав уйăхĕ 30-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Ишпарайккă ялĕнче çуралнă. 1984 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Афганистанра паттăррăн пуçне хунă. 1985 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче, вилнĕ хыççăн, ССРП Аслă Канаш Президиумĕн хушăвĕпе Олег Николаевич Прокопьева Хĕрлĕ Çăлтăр (3764291-мĕш №-лĕ орден) орденĕпе тивĕçтернĕ.

Унпа пĕрле ҫак ҫапӑҫура паттăрла вилнĕ чӑваш каччисем: Михайлов Владимир Иванович (Канаш районӗ, [1]) , Игорь Титович Гаврилов (Комсомол районӗ, [2]), Улядаров Виктор Петрович (Пушкăрт Республикин Федоровка районĕнче, [3]). Йывӑр аманнӑ чӑваш ст.л-т Жарников Фёдор Фёдорович (Новосибирск хуларан, [4]). Тата тепӗр паллӑ мар чӑваш салтакӗ те пур.

Ҫапӑҫура пурӗпе 90 яхӑн салтакпа офицер пуçне хунă, ҫӗртен ытла аманнӑ. Ку Афган вăрçин историнче чи юнлӑ ҫапӑҫу пулнă.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]