Пулхăр патшалăхĕн юлашки кунĕсем (трагеди)
Пулхăр патшалăхĕн юлашки кунĕсем | |
Пулхăр патшалăхĕн юлашки кунĕсем | |
Жанр: | трагеди |
---|---|
Автор: | Юрьев Михаил Фёдорович |
Тăван чĕлхи: | чăваш |
Хайланă çул | 1925 |
Пичетленĕ: | 1926 (?) |
Уйрăм кăларăм: | 1926 (?) |
Куçару: | паллă мар |
Пулхăр патшалăхĕн юлашки кунĕсем — 1925-мĕш çул тĕлнелле Юрьев Михаил Фёдорович çырнă чăвашла трагеди
В. Цыфаркин çырнинчен[1]:
Чăваш театрĕн историйĕнчи тепĕр паллă ята, шел пулин те, асăнсах каймаççĕ. Пĕр вăхăт тиркевлĕрех хакланисене пула-тăр, ятне-шывне аса илмеççĕ. 1925 çул - Чăваш автономи республикине йĕркеленĕ тапхăр. Пур çĕрте те куçăм тапхăрĕ. Унта та кунта çĕнĕ тытăмсем, çĕнĕ организацисем йĕркеленеççĕ. Ăçта пăхан унта - çуклăх, çитменлĕх. 1918 çултах "çуралнă" чăваш театрне çав вăхăтра пĕртте çăмăл пулман. Патшалăх енчен çителĕклĕ пулăшу тивменни, спектакльсем лартма чăвашла пьесăсем çукки, ятарлă пĕлÿллĕ артистсем çитменни... Чăваш халăх артистки Ольга Ырсем асаилĕвĕнчен: "Çав вăхăтра театр алăкĕ çинче çăра çакăнса тăратчĕ, никам та театра ертсе пыма килĕшместчĕ. Эпир унăн шăпишĕн питĕ пăшăрханаттăмăр".
1925 çулхи ноябрь уйăхĕнче И.С.Максимов-Кошкинский театр ĕçне хăварса "Чăвашкино" студие куçать. Унчченех йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ театр ыран-паян хупăнас пек тăрать. Шăпах çав вăхăтра театрăн тĕп режиссерĕн тивĕçĕсене пурнăçлама Михаил Юрьев кăмăл тăвать.
"Юрьев Михаил Федорович /1899-1962/ Кавал ялĕнче çуралнă, кунтах пурнăçне ирттернĕ. Драматург, прозаик, писательсен "Канаш" пĕрлĕхĕн ?1923% пайташĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă. Хусан университечĕн историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ. Чăваш драма театрĕн тĕп режиссерĕнче /1925-1926/ тата Чăвашкино студире ĕçленĕ. 1933-36 çулсенче Патăрьел, Вăрмар районĕсенче, Канаш хулинче кинозалсен заведующийĕ пулнă. Темиçе драма хайлавĕсен, çав шутра "Пулхăр патшалăхĕн юлашки кунĕсем" /1925/ трагеди авторĕ", - тесе çырнă Чăваш энциклопедийĕнче.
М.Юрьев театрта тĕп режиссер ĕçне пуçăниччен спектакльсенче 4 çул артистра вăй хунă. Паллах, сцена ăсталăхне йăлтах тенĕ пек ыттисенчен е хăй халлĕн вĕренсе пынă. Пĕлÿ енĕпе историк пулнă май комедийĕсенче, драмисенче, трагедийĕнче халăх пурнăçĕн паллă саманчĕсене сăнарлама тăрăшнă. 1926 çулта театр сцени çинче лартнă "Пулхăр патшалăхĕн юлашки кунĕсем" трагеди халăхăмăрăн чи синкерлĕ вăхăтне - Атăлçи Пăлхар патшалăхне аркатнине кăтартать. Н.Никольский профессор "Канаш" хаçатра трагеди пирки "Аваллăх куç умне тухать" ятлă рецензи пичетлесе кăларать, унта вăл автора çак историлле темăна хускатнăшăн ырлать, малашне те пултаруллă ĕçлесе пыма сунать. Пире университетра чăваш литературипе вĕрентнĕ В.Канюков доцент çак трагедие сцена çине еплерех кăларнине каласа кăтартнăччĕ. Сцена çинче çапăçу саманчĕсене кăтартма режиссер юланут-лашасемпе те усă курнă иккен. Халиччен чăваш театрĕнче кăтартнă спектакльсенчен "Пулхăр патшалăхĕн юлашки саманчĕсем" питĕ уйрăлса тăнă: реквизитсемпе те, артистсен шучĕпе те, хускатнă ыйтусемпе те. Тĕрĕссипе вăл театр ĕçĕ-хĕлне йăлтах улăштармаллине, труппăна ятарлă пĕлÿллĕ артистсемпе пухмаллине систернĕ. Хайлав çав саманашăн вăхăтлах марри тÿрех сисĕннĕ. "Канаш" хаçатра пьесăна сцена çине кăларнине чăваш культуришĕн сиенлĕ пулăм тесе хакланă. Чăваш ВКП /б/ обкомĕн 1926 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнчи ларăвĕнче "Юрьевăн "Пулхăр патшалăхĕн юлашки кунĕсем" пьеси истори чăнлăхĕпе килĕшсе тăмасть, халăхсен хальхи вăхăтри туслăхне кăтартмасть", - тесе протокол çине çырсах хунă. Кĕçех пьеса авторне националист тесе куçранах калама пуçлаççĕ, ĕçрен кăларса яраççĕ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- М. Ф. Акимов-Аруй. Михаил Акимов–Аруй Вăхăтсăр вилĕм 4 пайлă, 5 картинăллă драма
- Михаил Акимов: Ялти пурăнăç 2020 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ. — Вула чăвашла.
- Драма сыпăкĕ, чăвашла суптитрсем
- Драма сыпакĕ акăлчанла суптирсемпеле
- Ежевика вдоль плетня. перевод с чувашского пьесы бориса чиндыков
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Публикации » Чăваш театрĕн кун-çулĕнче паллă йĕр хăварнă — АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИ ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ