Пурçăн
Пурçăн (чăваш чĕлхинче ăна, çавăн пекех, тарай та теççĕ) — тутă нăрри коконĕн çипписенчен тунă çемçе тĕрт. Чи малтанах вăл Китайран Европăна Пурçăн çулĕпе турттарнă кирлĕ япала шутланнă. Пурçăн çиппи 800—1000 м тăршшĕне çитнĕ. Çиппи виççĕ кĕтеслĕ ĕлкеллĕ, вăл призма евĕр çутта сирсе ярса хитрелетет.
Пурçăна халĕ тĕнчере Китай нумай (50 % яхăн) тăвать. Инди 15 % яхăн, Узбекистан (3 % яхăн) тата Бразили (2,5 % яхăн) хатĕрлеççĕ. Çаплах пурçăна Иранра, Таиландра тата Вьетнамра çителĕклĕ тăваççĕ.
Пурҫăн малтанхи историйĕ тата сарăлăвĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Малтанах пурҫӑна Китайра неолит тапхӑрӗнче, уйрӑмах 4000 ҫул каялла Яншао культуринче, тунӑ. Хальхи Чжэцзян провинцийӗнче пирӗн эрӑчченхи 2700 ҫулхи пурҫӑн юлашкийӗсем пур. Ҫитес пин ҫул хушшинче Китай пурҫӑн туса кӑларассине ҫеҫ тытса тӑнӑ. Пирĕн эрăчченхи I ĕмĕр вĕçĕнче Пурçăн çулĕ уçăлсан пурçăн туса илессипе суту-илÿ Китайран сарăлма пултарнă, Азипе Европăна çыхăнтарнă.[1]
Кунçул
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тĕрлĕ тĕсĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чесуча, тискер пурçăн, tussore, tussur, tusser, tusseh, tussah — Antheraea mylitta (бабочка‐павлиноглазка) тăвать — тачă, çăмăл тата вăтам, сарă-хăмăр сăрăллă.[2]
- Малагаси пурçăнĕ
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Шёлк в Китае
- ^ Пётр Смирнов. У китайцев отнимают шёлк. Газета.ру (çу, 26 - 2008 ç.). çăлкуçран архивланă 25 Ҫурла уйӑхӗн 2011. Тĕрĕсленĕ утă, 8 - 2008 ç..
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пурçăн Викиампарта? |
- Шёлк: история нежной роскоши
- Как отличить настоящий шёлковый ковер
- Подробно о росписи по шёлку 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- Пурçăн кун-çулĕнчен 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- Шёлк — хаклă тĕрт(ĕçлемен каçă)
- Шелк — история, этапы (технология) изготовления 2020 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
- Пурçăн — чаплă тĕрт 2011 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
Пир-авăрлăх чĕлкĕмсем |
|
---|---|
Çутçанталăкри (натураллă) | |
Химилле |