Пӗтӗм тĕнчери табак туртнине пӑрахмалли кун
Петем тĕнченри табак туртассине парахмалли кун, — Пĕтĕм тĕнчери онкологсен обществи пуçарса янă палартмалли кун (чӳк уйăхĕн виççĕмĕш кĕçнерникунĕ). Ку куна иртерме Пĕтĕм тĕнчери сывлăха упракан организаци (ПТСУО, вырăсла ВОЗ) пулăшнипе иртереççĕ. Табака туртассипе кĕрешмешкĕн 140 патшалăхра ытлашипех саккунсем йышăннă. Сингапурта, тĕслĕхрен илсен, табак турмансен кварталĕсем те пур. АПШара хăш-пĕр фирмăсем табак туртаканнисене ĕçе илмеççĕ.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2003 çулхи çу уйăхĕнче ПТСУО табака хирĕç кĕрешмелли резолюци ыйшăннă. Вăл резолюцине 90 ытла патшалăх алă пуснă. Раççей те вĕсен шутне кĕрет.
Раççейре табак туртаканнисемпе кĕрешмешкĕн çак саккунсене кăларнă:
- «Табак туртассине чакарасси çинчен» (2001 çулхи утă уйăхĕ, 2002 çулхи раштав тата 2004 çулхи чӳк уйăхĕсенче улăштарнă, улшăнусем вĕсене кĕртнĕ)
Социаллă тишкерӳсем тăрăх табака туртакансен йышĕ вăл саккунсене кĕртнĕ хыççăн чакма пуçланă.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |