Пӳр

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Конъюнктивит, куç хупаххиинчен пӳр экстудачĕ уйрăлса тухни.

Пĕвĕр е пӳр (Пӳр экссудачĕ) — пӳрлĕ е сăрă-пӳрлĕ тĕрт шыççинчен пулса кайнă таса мар экссудат. Пĕвĕре тăвакан процеса шыçса кайни теççĕ. Шăмăсем пĕвĕрленни остеомиелит пулать. Пӳр (пĕвĕр) çапла пулать:

  1. пĕвĕр «юн шывĕ», унта альбуминсем, глобулинсем, микробран е лейкоцитран пулса кайнă протеолит, гликолит тата липолит ферменчĕсем, холестерин, лецитин, çусем, ДНК хутăшĕ;
  2. детрит тĕрчĕ;
  3. клеткăсем, ытларах чĕрĕ е дегенерациленĕ микроорганизмсен е нейтрофиллĕ лейкоцитсен (пӳрлĕ кĕлеткисем, пĕчĕк чăмăрсем, клеткăсем). Хăш чухне пĕвĕрте эозинофилсем е мононуклеарсем чылай.

Пӳр тăтăшрах сарăх, сарăх-симĕс тĕслĕ, çаплах кăвакрах, çутă-симĕсрех, лапра-сăрăрах та пулаççĕ.

Пĕвĕрлĕ сурансене асăрханса, сепсисран (юна чир ертни) сиплемелле. Пĕвĕре инфекци кутĕнчен кăлармалла (сăмахран, хирурги енĕпе).

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]