Контент патне куҫ

П. эрч. 203

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
  • 203[1] — Консулсем: Гней Сервилий Цепион (патриций) тата Гай Сервилий Гемин (плебей). Суйлав (№ 89) валли диктатор: Публий Сульпиций Гальба Максим.
  • 203 — Фабий Максим вилнĕ. Магон Италин çурçĕрĕнче аманнă та кăнтăралла кайнă чухне карап çинче вилнĕ. Çуркунне — Сципион карфогенсем çине çĕрле тапăнса пысăк сине кӳнĕ. Кампи Магни патĕнче Сципион çĕнтернĕ. Сципион вăтаммăн ыйтнă пулин те лешсем йышăнман. Ганнибал Кротонран Африкăна кайнă (утсемпе итал салтакĕсене пĕтернĕ). Лептис патĕнче аннă та çара Гадрумета патĕнче вырнаçтарнă. Ганнибалпа Сципион тĕл пулнă.
  • 203 — Икĕпатра Агафокл патшан хӳтĕлеçипе гарнизон пуçлăхĕ — Пелусия Тлептолей — кĕрешнĕ. Александрире халăх çĕкленнĕ. Агафокла вĕлернĕ.
  • 203—193 — Пиллӗкмӗш Сири вӑрҫи.
  • 203 — Филипп Лисимахие ярса илнĕ, Азие каçнă та улталаса Кие ярса илнĕ, пурăнан халăхне чуралăха янă. Çак хуласем этолийсемпе туслă пулнă. Филипп Самоспа Хиоса туртса илнĕ, Пергам пайне тустарнă та Пергам хулана çĕнсе илесшĕн пулнă, анчах та ăнăçу пулман, таврашĕнчи çуртсене çулăма панă. Филипп вара Самос патнелле тинĕспе кайнă. Атталпа родоссен флочĕ ăна Хиос патĕнче хăваласа çитнĕ те пĕтернĕ.
  • 203 — Антиох тата Филипп Икĕпата пайламашкăн тамăрлă килĕшӳ тăваççĕ. Филипп Эгей тинĕсĕ тата Кĕçĕн Ази çыранĕнчи хуласене ярса илме тытăнать. Антиох Келесирире вăрçă пуçлать.
  • 203 — Сычуань çине Сян Юй тапăннă. Лю Бан туçи çулсем çинчи мĕнпур кĕпере аркатнă. Пĕртен-пĕр сукмакпа Хань Син çарĕ тухнă. Хань Синь вара Чан Сыне илнĕ, Цзинь (Шаньси) тата Ци (Шаньдун) çĕрĕсене кĕнĕ, Хань династине тата унăн программине пĕлтернĕ: налуксене чакарнă, кăра саккунсене пĕтернĕ, тӳре-шара ĕçне ансанлатнă, ăсчахсемпе философсене ирĕклĕх панă.
  • Тит Ливий. История… — М., 1989—93. — Т. 2. — С. 401—421.


Википеди Ку çулсем çинчен çырса пĕтермен статья.
Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтерме пулăшаятăр
  1. ^ Тит Ливий. История… — М., 1989—93. — Т. 2. — С. 401—421.