П. эрч. 212
Курӑнакан калӑплав
Пулнисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 212 (Т. Ливий. История… М., 1989—93, т. 2, с. 189—227) — Консулсем: Квинт Фульвий Флакк (3-мĕш хут раз, плебей) тата Аппий Клавдий Пульхр (патриций).
- 212 — Ганнон çарне Флакк аркатать. Ганнибал вăрçса Таренте илнĕ, темиçе хутчен те римлянсене аркатнă. Луканире тата Апулире римлянсен икĕ тĕкĕртне çаса çĕмĕрнĕ. Капуйăна хупăрлама хăтланнă, ăнăçу пулман. Луканире Т. С. Гракх вилĕм тупать.
- 212 — Çулла — Карфагенсен çарĕ Сицилире чир-амаксем ернипе пĕтет. Сиракуза римлянсем, Марцелл ертсе пынипе, пĕр çул çурă хупăрлана хыççăн, ярса илнĕ. Архимед пуçне хунă.
- Римлянсем Сиракуза сакăр уйăх хупăрланă хыççăн йышăннă.
- 212 — Испанире карфагенсем кĕтмен çĕртен тапăнса римсен икĕ çарне çапса çĕмĕрнĕ. Икĕ Сципионĕ те пĕтнĕ. Испани пĕтĕмпех карфагенсем аллине кĕрсе ӳкет.
- 212 — Филипп хăйĕн çарне Лисса патне (Иллири) кайнă та лайăх çирĕплетнĕ хулана йышăннă. Иллирисен чылайăшĕ ăна пăхăнаççĕ.
- 212 — Грецире вăрçă пуçланни. Спарта, Элида, Мессения, Пергам çĕршывсем Рим çумне куçаççĕ, Ахайя тата Вифиния — Македони патне куçаççĕ.
- 212—207 — Спарта патши Пелоп, Эврипонтид ăратĕнчен, Ликург II ывăлĕ. Маханид тиран хӳтĕленипе патша пек пулса ларнă.
- 210-мĕш çулсен вĕçĕ — Римлянсем нумай укçа тӳлесе Азири пĕр хуларан Килела ама турăна пуç çапмалли хура чула Риме илсе килнĕ.
- 210-мĕш çулсен вĕçĕ — Чжао Та çарпуçне Цинь Ши хуанди Наньюэ (Нам-виета) (Гуандун тата Гуанси) хулана туртса илме янă. Харçă ăнăçлă пулман.
- 210-мĕш çулсен иккĕмĕш пайĕ — Грецире классен кĕрешĕвĕ хĕрсе пырать. Демократи тата олигархи пăтăрмахĕсем Мессени тата Ахайя хуласенче.
Çуралнă
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вилнĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Архимед - Авалхи Греци ӑславҫи.
- Маний Эмилий Нумида, сăваплăх квиндецемвирĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку çулсем çинчен çырса пĕтермен статья. Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтерме пулăшаятăр |