П. эрч. 321

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Пулнисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Чандрагупта (Чанакья пулăшнипе) Магадха астулне ларнă. Маурья династине йĕркеленĕ, вăл вара п. эрч. 250 çул тĕлнелле Индие тата юнашар çĕршывсене пĕр империне пĕрлештернĕ.
  • 321 (Т. Ливий. История… — М., 1989—1993. — Т. 1. — С. 406—413.) — Консулсем: Тит Ветурий Кальвин (плебей) тата Спурий Постумий Альбин (патриций). Легат Луций Корнелий Лентул. Диктатор (№ 49) Квинт Фабий Амбуст, юланут пуçлăхĕ Луций Валерий. Диктатор (№ 50) Марк Эмилий Пап. Интеррекссем: Квинт Фабий Максим, каярах Марк Валерий Корв.
  • 321 — икĕ консул ертсе пынипе римсен çарĕ самнитсем хупăрланă кармана хăтарма каять те Кавда ту хушăкĕнче экемете лекет те парăнать. Самнитсен çарпуçĕ Гавий Понтий çара салатма килĕшет, çакăншăн Рим ячĕпе консулсем темиçе тăрăха панă, çар çыннисен хĕçпăшалне хăвармалла, çакмалли айĕнчен тухмалла пулнă, çаплах 600 юланута салукра хăварма тивнĕ.
  • 321/320 — Афин архонт-эпонимĕ Архипп.
  • 321 — Пердикка çарĕ Нил патне çитнĕ те Пелуси çумĕнче чарăннă. Пердикка Птолемея карманра хупăрланă. Ăнăçусăр штурмланă. Нил урлă каçма тăнă — каçайман. Пифон кавар туса Пердиккăна вĕлерет. Эвмен Кĕçĕн Азире Кратер çарне аркатнă; Кратер пуçне хунă. Птолемей çарпуçĕ Никанор Сирипе Финикие ярса илнĕ, Лаомедонт сатрапа тыткăнланă, çаплах Иерусалима çĕнсе илнĕ.
  • 321 — Диадохсем Сирири Трипарадисре канашланă. Филипп III Арридей Македоние кайнă, ăна пăхса пыраканĕ малтан Пифон, кайран Антипатр пулнă. Антигон Пĕркуçли Сузиана тытăмçи пулать, ăна тĕп çарпуçĕ тенĕ. Селевк Вавилоние тытăма илет. Антигон Каппадокине килсен Оркинире Эвмене тĕл пулнă. Хĕрӳ çапăçура Антигон енне Аполлонид хăйĕн юланучĕсемпе пĕрле куçать. Эвмене çапса аркатаççĕ, хăй Норăра пытанать. Антигон Нора хупăрласа илет.

Вилнӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каҫӑсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Википеди Ку çулсем çинчен çырса пĕтермен статья.
Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтерме пулăшаятăр