П. эрч. 40
Курӑнакан калӑплав
Пулнисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Консулсем: Гней Домиций Кальвин тата Гней Азиний Поллион. Суффект-консулсем6 Луций Корнелий Бальб тата Публий Канидий Красс.
- Çуркунне — Луций Антоний капитуляциленĕ. Перузи вăрçи вĕçленнĕ. Перузие аркатнă.
- Октавиан Галлипе Испание Рим çумне хушнă. Унта вырнаçтарнă 11 легион унăн енне куçнă.
- Антоний Италие кайнă, анчах вăл Брундизире анайман. Антоний Секст Помпейпе килĕшӳ тунă, Сипунт йышăннă, Брундизие хупăрланă.
- Секст Помпей Сардиние йышăннă.
- Брундизире Октавианпа Антоний килĕшӳ хучĕ çине алă пуснă. Октавиан Анăçа, Антоний — Тухăçа, Лепид — Африкăна илнĕ.
- Антоний Октавие качча илнĕ.
- Римре çăкăр илсе килменнине пула пăлханма тытăннă. Антоний салтакĕсем пăлханакансене салатса янă.
- Октавианпа Скрибония пĕрлешнĕ.
- Лабиен Кĕçĕн Азие пăхăнтарнă, «Пархи императорĕ» титула илнĕ.
- Пакор Сирие тата пĕтĕм Финикие, Тирсăр пуçне, илнĕ.
- Палестинăра Риме хирĕçле юхăм çĕкленнĕ.
- Антигон II, Аристобул II ывăлĕ, пархи салтакĕсен пулăшăвĕпе Гиркана тыткăна илнĕ та хăйне Иудея патши ята илнĕ.
Çуралнă
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Александр Гелиос (Хĕвел) — Марк Антонипе VII Клеопатра ывăлĕ, Клеопатра Селена (Уйăх) хĕрĕн йĕкĕрешĕ. Клеопатра VII вилнĕ хыççăн унăн шăпи паллă мар.
- Клеопатра Селена (Уйăх) — Марк Антонипе Клеопатра VII хĕрĕ, Александр Гелиос (Хĕвел) йĕкĕрешĕ. Ливипе Кирена тăрамĕ, упăшки - Нумидипе Мавритани тăрамĕ Юбу II. Вĕсен Птолемей ывăл пулнă.
Вилнĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Гай Клавдий Марцелл Кĕçĕнни — рим консулярĕ. Юлий Цезарĕн тăшманĕ, республика енли. Пурнăçăн юлашки çулĕсенче Цезарьпе çураçнă та тăтăшах унпа опалăри республикансем хушшинчи элче пулнă.
- Фульвия — Римри матрона, Марк Антонин арăмĕ, римри пĕрремĕш хĕрарăм—политик.