П. эрч. 65

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Пулнисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 65 — Консулсем: Луций Аврелий Котта (плебей) тата Луций Манлий Торкват (патриций). Цензорсем: Марк Лициний Красс тата Квинт Лутаций Катул (иккĕ плебей). Ценза вĕçлеймен. Квестор — Марк Порций Катон (95-46) (Катон Асли мăнкĕн ывăлĕ). Цезарь — курул эдилĕ.
  • 65 — Гай Марий палăкĕсене Цезарь çĕнетсе лартма хушать. Вăл Капитолири храм çине Марий çĕнтерĕвĕсене халалланă палăксене лартать. Рим халăхĕ валли унчен пулман курăмсемпе йăпанăçсем туса панă, комицисемпе форума базиликсемпе илемлетнĕ.
  • 65 — Помпей албансем çине харçăпа тухать. Албансен патшин çарне çĕнтерет те пăхăнтарать. Ибери çине каять. Ибери тĕп хулине - Армазие - ярса илет. Иберипе Колхидăна пăхăнтарать.
  • 65 — Тигран Кĕçĕнни Софенăри чаплă пурлăха парасшăн мар. Помпей ăна тыткăнлать те Софенăна Каппадоки патшине парать. Фраат Кордуенăна ярса илет те хăйĕн кĕрӳшне - Тиграна - ирĕке кăларма сĕнет. Помпей легачĕ Афраний пархисене Кордуенăран хăваласа ярать.
  • 65 — Рим сеначĕ Икĕпата хăйĕн çумне хушас ыйтăва хускатать. Цезарь трибунсем урлă унта енпуç пуласшăн тăрмашать. 6 пин талант сĕтев парса Птолемей Авлет хăйне вали патша астулне илет.
  • 65 — Митридат меот йăхĕсемпе пĕрлешĕнсе Боспор патшалăхне ярса илет, Махар тарать.

Китай:

Çуралнă[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 65—8 — Поэт Гораций.