Радиожурналистика
Редакци суйласси – журналист пултарулăхĕн тĕп темине палăртнă чух пĕрремĕш тата чи пĕлтерĕшлĕ тапхăр. Çак тĕп проблемăра чи кирли – пĕлӳ пухăнса пыни, çĕнĕ пулăма е факта хак пама пĕлни. 1. Ӗçлеме палăртнă вырăнти лару-тăрăва тата вырăнне хăйне сăнлани; 2. хурав илме палăртнă ыйтусен шучĕ тата форми; 3. передача жанрне палăртасси: 4. пĕр-пĕр килĕшӳ татăлсан е лару-тăру улшăнсан валли пĕр-ик саппас вариант хатĕрлесси.
Тинех, эфира хатĕрлениссин çак тапхăрĕнче радиожурналист çыртару техника пайĕсене çав тери тĕплĕн тĕрĕслеме тивĕç. Хăвăн тĕп инструмент –магнитофон-юсавлă пулнине пĕлсе тăмалла (батарейка ĕçлеме чарăнман-и е вĕсен шучĕ çителĕк-и? Диск, плёнка е кассета шучĕ çителĕк-и? Вĕсем çинчен ăнсăртран пĕтме пултаракан çырăнтарусем çук-и? Микрофонсем йĕркеллех-и?
Тӳрĕ эфир студирен пырать пулсан, çакна тĕрĕслемелле ( программа пуçланиччен те çаплах): сирĕнтен режиссёр патне сигнал каять-и, çыхăнмалли телефонсем аудиторипе ĕçлеççĕ-и, юрă-кĕвĕ çырăнтарăвĕсем ал айĕнчех – и т.ыт.те. Çакна та пĕлсе хумалла: программа пуçланичен е палăртнă вăхăта программăна хутшăнакансене чĕннĕ-и?
Час-часах çамрăк та сăмахсăрах талантлă журналист хăвăртах „парăнать”, вара унăн кăларăмĕсемпе те, репортажĕсемпе е комментарийĕсемпе итлекенсем те, пĕрле ĕçлекенĕсем те кăсăкланма пăрахаççĕ. Сăлтавĕ паллă: ăна пĕлӳпе... ( эрудици) çитмен.
Çакна асăнмалла, хăйĕн оригиналлă темине тупаймасăр корреспондент мĕнле те пулин паллă пултаруллă çын пуласси, унăн талант пулсан та, иккĕленӳллĕ. Журнлистика йĕрĕ çине тăракан тӳрех хăйне интереслĕ сукмакпа тупни вара питĕ аван. Досье журналиста – ку вăл, чи малтанах, пурнăç пĕлĕвĕ тата, паллах, çӳлерех асăннă пĕтĕмĕшле хатĕрленӳ тапхăрĕнчен пухнă пĕлӳ; ку вăл суйланă тематикăн тĕпрех тата актуаллăрах енĕсен ăнлавĕсем, çав проблема чиккисене этика тĕлĕшĕнчен мĕнле курни; тата çаплах вăл истори, географи, эфир каналĕ ĕçлекен регион культури.
Управ системи пирки те пайтах асăнмалла. Пухнă материалсене çапла пайлаççĕ): адрессем, хушаматсем ( ячĕпе ашшĕ ячĕ те кирлĕ!), çынсен ĕç вырăнĕ, шут палли, датăсем тата ыт.те; проблемăллисем): хаçатсемпе журналсенчен касса илнисем, суйласа илнĕ темăпа хатĕрленĕ материалсем.