Рамштайт авиабазăра авиашоу иртернĕ чухнехи инкек
1988 çулхи çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче АПШан Рамштайн авиабази çинче Flugtag 88 авиашоу иртнĕ. Хăйсен пултарулăхне кăтартнă чухне Frecce Tricolori пилотаж ушкăнĕнчи Aermacchi MB-339PAN самолёчĕсенчен виççĕшĕ çапăннă хыççăн вĕсенчен пĕри куракансем çине персе аннă. 70 çын вилнĕ (3 пилотне шута илсе), 345 çын аманнă.
Епле пулса итрнĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çак кун Рамштайн авиабази çинче авиашоу курма 300 пин çын пухăннă. Tricolori пилотаж ушкăнĕ «чĕрене сăнăпа тивни» аслă пилотаж фигурине кăтартмалла пулнă.
Frecce Tricolori икĕ ушкăна пайланнă хыççăн 1 000 км/ч хăвăртлăхпа хире-хирĕç вирхĕннĕ. Иво Нуртарелли полковник йăнăшнипе (ун самолёчĕ сăнă пулмалла пулнă) сывлăшра 40 метр çӳллĕшĕнче виçĕ самолёт пырса çапăннă. Вăйлă çапăннă хыççăн тата ĕçсем çăпла пулса тухнă пирки 10-мĕш номерлĕ самолёчĕ 90° пăрăнса куракансем енелле персе аннă. Вăл мороженăй сутнă çĕрте ӳкнĕ. Çанталăк шăрăх тăнă пирки нумайăшĕ унта пухăннă пулнă. Ӳкнĕ самолёчĕ ӳкнĕ хыççăн сирпĕннĕ, пушар пуçланнă.
Тепĕр самолёчĕ, чĕрене йĕркелекенсен шутĕнчи çăлакан медицина центрĕн Black Hawk вертолёчĕ çумĕнче персе аннă. Унта вăл вăхăтра пулнă çынсем пурте вилнĕ.
Ку катастрофăра 16 ача вилнĕ, вилнисен ытларах пайĕ пульницăра вăйлă пиçсе канипе вилнĕ. Пурĕ пин патнелле медицина пулăшăвĕ ыйтнă.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Рамштайт авиабазăра авиашоу иртернĕ чухнехи инкек Викиампарта? |