Рар Александр Глебович
Александр Рар | |
ним. Alexander Rahr | |
Çуралнă чухнехи ят | Рар Александр Глебович |
---|---|
Чӑн ят | ним. Alexander Rahr |
Çуралнă вăхăт | 1959, пуш, 2 |
Çуралнă вырăн | Тайбэй, Тайвань |
Гражданлăх | Германи |
Пăхăнулăх | |
Альма-матер |
|
Ĕçе илекен | |
Ашшĕ | Рар, Глеб Александрович[d] |
Амăшĕ | Софья Васильевна Орехова |
Ачисем | Михаил тата Алевтина |
Чыславсемпе парнесем | |
Медиафайлы на Викиампар |
Александр Глебович Рар (ним. Alexander Rahr; çур.) — нимĕç журналисчĕ, политологĕ, историкĕ, ФРГ правительствин канашçи пулнăскер.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ачалăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1959 çулхи пушăн 2-мĕшĕнче Тайваньре (Китай Республики) çуралнă. Рар каланипе, унăн кукашшĕ — Василий Орехов — Врангель генаралăн адъютанчĕ пулнă, Вырăс çарĕ пĕтсен Югославие, унтан Парисе эмиграциленме тивнĕ; 1927 çултанпа 70 çул хушши (Рар çирĕплетнипе) шургвардейсен «Часовой» журналăн тĕп редакторĕ пулнă.
Тăватă çул хушши, 1963 çулчен Александр Рар Токиора пурăннă, унта ашшĕ ĕç тупнă пулнă; 1963—1975 çулсенче Глеб Рар «Посев» журнал редакцинче тăрăшнă, çакăн чухне йышпе Франкфуртра пурăннă. 1975 çулта вĕсем Мюнхене куçса кайнă, унта ĕнтĕ ашшĕне «Свобода» радиостанцине ĕçе чĕннĕ.
Александр Рар 40 çул хушши политолог пулса ĕçленĕ, Раççее тата Евразие тĕпченĕ, пĕрмаях Германири тата Раççейри телеярăмсене хутшăннă. Юлашки вăхăтра ăна Германире Раççей майлă шухăшсемшĕн критикленĕ. Германипе Раççей пĕрле ĕçлессишĕн тăрăшать.
Вĕренӳ тата карьера
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1980—1988 çç. — Мюнхен университетĕнче вĕреннĕ: Тухăç Европа историйĕ, çĕнĕрех истори, политологи.
1982—1994 çç. — Ирĕклĕх радио тĕпчев институчĕн (Мюнхен) ăслăх ĕçлевçи.
1989 çул — RAND Cooperation (Лос Анжелес, АПШ) тĕпчев ĕçĕсемпе хăтланнă.
1990 çул — ССРП халăх депутачĕсен съездĕнче Регионсен группинче тĕпчев ĕçĕсене тунă.
1990—1991 çç. — EastWest Institute (Нью-Йорк) ĕçленĕ.
1994—1995 çç. — ăслăх ĕçлевçи, Германин тулаш политикин канашĕн тĕпчев институчĕ (DGAP).
1995—2012 çç. — Германин тулаш политикин канашĕн тĕпчев институчĕ (DGAP) çумĕнчи Раççейпа Еврази центрĕн директорĕ (нимĕç экономикин тухăç комитечĕ, Deutsche Bank тата Кэрбер ячĕллĕ фонд финансăланă). 2010 çулта ăна Бертольд Бейц ячĕллĕ фонда куçарнă.
2003 çул — «Федераллă Германи Республики умĕнчи тава тивĕçлĕх» орденĕпе нимĕç-раççей хутшăнăвĕсене ӳсĕм кӳнĕшĕн.
2004 çул — МГИМО хисеплĕ профессорĕ.
2004 çул — YES (Yalta European Strategy) директорсен канашĕн пайташĕ, Валдай клубĕн пайташĕ[1], «Петербург диалогĕн» пайташĕ.
Кĕнекесем тата публикацисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Gorbatschow — der neue Mann» («Горбачёв — новый человек») (нем.). Universitas-Verlag. Мюнхен 1986. ISBN 3-8004-1107-5.
- «Wladimir Putin. „Der Deutsche“ im Kreml» («Владимир Путин. „Немец“ в Кремле») (нем.). Universitas-Verlag. Мюнхен 2000. ISBN 3-8004-1408-2 ISBN 978-3-8004-1408-6.
- «Wladimir Putin. Präsident Rußlands — Partner Deutschlands» («Владимир Путин. Президент России — партнёр Германии») (нем.). Universitas-Verlag. Мюнхен 2000. ISBN 3-8004-1408-2.
- «Russland gibt Gas» («Россия жмёт на газ») (нем.). Hanser-Wirtschaft, 2008. ISBN 3-446-41395-2, ISBN 978-3-446-41395-5.
- «Putin nach Putin» («Путин после Путина») (нем.). Univeritas-Verlag, 2009. ISBN 3-8004-1481-3, ISBN 978-3-8004-1481-9.
- «Der kalte Freund» («Холодный друг. Почему нам нужна Россия») (нем.). Hanser Wirtschaft, 2011. ISBN 978-3-446-42438-8.
- «Куда пойдёт Путин? Россия между Китаем и Европой». 2012. (в РФ она вышла под этим названием, но оригинал — «Холодный друг. Почему нам нужна Россия»).
- «Россия — Запад. Кто кого?». 2016
- «2054. Код Путина».2020
- «Дерзость. Как Германия теряет свою репутацию у россиян».2021
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Т. Лукина: Русский Мюнхен. Изд-во «Мир», Мюнхен 2010. ISBN 978-3-9805300-9-5
- Г. А. Рар: …И будет наше поколенье давать истории отчёт. Воспоминания. — М.: «Русский Путь», 2011. ISBN 978-5-85887-382-2
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Википедия:Статьи с ручной викификацией дат в карточке
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Тайбэйре çуралнисем
- Википедия:Статьи со ссылками на элементы Викиданных без чувашской подписи
- Туслăх орденĕн (Раççей) кавалерĕсем
- Германи политологĕсем
- АЭШ хисеплĕ профессорĕсем
- МГИМО хисеплĕ профессорĕсем
- Пайăр çынсем:RAND Corporation
- Мюнхен университетĕнче вĕренсе тухнисем
- 1959 çулта çуралнисем
- Пушăн 2-мĕшĕнче çуралнисем
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем