Рельс ( акăл.rails тата лат.regula - тӳрĕ патак сăмахран - авалхи римлянсем шутласа кăларнă, вĕсем хушши 143,5 см пулнă) — икĕ çиплĕ çул тума шпала çине хуракан хурçăран тунă ятарлă профиллĕ (нумайрах чухне двутавр) татăк. Ун тăрăх чукун çул çинче çӳрекен транспорт, хулари чукун çул транспорчĕ (трамвай, метро), шахтăсемпе карьерсенчи ятарлă транспорт, крансем куçаççĕ.
Чукун çул рельсĕсене кăмрăклă хурçăран тăваççĕ. Раççейпе ССРСра Р50, Р65, Р75 йышши рельссем анлăрах сарăлнă. Цифра 1 м рельсăн йывăрăшне кăтартаь (кг). Раççейри заводсем 12,5; 25 е 50 метр тăршшĕ рельсăсем тăваççĕ.