Рой Орбисон

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Рой Орбисон
Патшалăх АПШ
Профессисем вокалист
композитор
Шаблон:Гитарист
актёр
юрăç
юрă авторĕ
Жанрсем рок-н-ролл
рокабилли
кантри
Ушкăнсем The Traveling Wilburys
The Wink Westerners
The Teen Kings
Официаллă сайт

Рой Ке́лтон О́рбисон (акăл. Roy Kelton Orbison; ака, 23, 1936, Вернонраштав, 6, 1988, Нашвилл) — американ мусăкçи, рок-н-ролл пионерĕ, хăйĕн уйрăмла сасă тембрне пула, кăткăс мусăк композицине тата эмоцицилле карăнтăрса балладăсене шăрантарнипе палла тухнăскер.

Рой Орбисонăн ачалăхĕ Техасра иртнĕ, шкулта чухнех рокабилли тата кантри-энд-вестерн стилĕсемпе ĕçе пикеннĕ. Хăйĕн пĕрремĕш — сасă çыракан «Sun Records» фирмăпа — контракчĕ çине Рой 1956 çулта Мемфисре алă пуснă. Çапах та 1959 çулта Орбисон çак лейбла пăрахса «Monument Records» çине куçать. 1960-мĕшсенче «Billboard Top Forty» мусăк хит-парадне муçакçăн çирĕм икĕ юрри кĕнĕ, вĕсен хушшинче çак хитсем: «Only the Lonely», «Crying», «In Dreams» тата «Oh, Pretty Woman».

1960—1964 çулсенче вăл американ «Топ-10» кĕрекен тăхăр сингл сингл тухнă, вĕсен хушшинче «Running Scared» (çертме, 5, 1961) тата «Oh Pretty Woman» (авăн, 26, 1964) чарт-топперсем. Англире твюрăçа хапăллăн кĕтсе илнĕ, унăн виçĕ композицийĕ — («Only The Lonely», «It's Over» и «Oh, Pretty Woman») — британ чартĕсенче пĕрремĕш вырăнсене йышăннă.


Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вырăсла
  • Рапацкая Л. А. 1 // Мировая художественная культура: 11 класс. В 2-х частях. — М.: Владос, 2009.
  • Олег Усманов Герои рок-н-ролла. — М.: Олма-Пресс, 2004.
Акăлчанла

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Рой Орбисон Шаблон:Traveling Wilburys