Рокфеллер
Курӑнакан калӑплав
Рокфе́ллер[1] (акăлч. Rockefeller, МФА: [ˈrɑkəˌfɛlɚ]) — американ хушамачĕ. Паллă çынсем:
- Рокфеллер Джеймс Стиллман (1910—2004) — американ банкирĕ, Уильям Рокфеллерăн мăнукĕ, 1924 çулхи Парисри Олимп вăййисенче авăспа ишес енĕпе ылтăн медале тивĕçнĕ, «Ферст нэшнл сити бэнк оф Нью-Йорк» президенчĕ тата председателĕ.
- Рокфеллер Джон Дэвисон (1839—1937) — американ усламçи, тĕнчери пĕрремĕш долларлă миллиардер.
- Рокфеллер, Джон Дэвисон (1874—1960) — американ усламçи тата филантропĕ, Джон Д. Рокфеллерăн ывăлĕ.
- Рокфеллер Джон Дэвисон (1937) — американ политикĕ; сенатор-демократ Анăç Вирджинирен.
- Рокфеллер Дэвид (р. 1915) — американ банкирĕ, патшалăх ĕçченĕ, глобалист тата Рокфеллер килĕн хальхи пуçлăхĕ, Джон Д. Рокфеллерăн мăнукĕ.
- Рокфеллер Майкл (1938—1961) — американ этнографĕ тата антропологĕ, тĕпчевçĕ, Нельсон Рокфеллерăн ывăлĕ; экспедицире пĕр хыпарсăр çĕтнĕ.
- Рокфеллер Нельсон Олдрич (1908—1979) — американ политикĕ; АПШ вице-президенчĕ, Джон Д. Рокфеллерăн мăнукĕ.
- Рокфеллер Ричард (1949—2014) — американ филантропĕ, тухтăр, Дэвид Рокфеллерăн ывăлĕ; авиакатастрофăра пĕтнĕ.
- Рокфеллер Уильям (1841—1922) — Джон Д. Рокфеллерăн пĕртăванĕ
- Рокфеллер Уинтроп (1912—1973) — американ политикĕ; Арканзас штачĕн кĕпернетĕрĕ, Джон Д. Рокфеллерăн мăнукĕ.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Вырăс тексчĕсенче анлă сарăлнă хушамат версийĕ; тĕрĕсрех — Рокефеллер
Пĕр хушаматлисен ят-йышĕ. Эхер те эсир кунта Википедин урăх статьинчен лекрĕр пулсан, каçăна тĕрĕслĕр, пайăр çын пирки статьяна тупăр. Пур статьяна çапла тулли ят-йышĕн статьине пăхăр. |