Ромашкин Валериан Фёдорович
Валериан Ромашкин | |
Çуралнă чухнехи ят: | Валериан Фёдорович Ромашкин |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1950, чӳк, 19 |
Çуралнă вырăн: | Анатри Тимĕрçен ялĕ, Чăнлă районĕ, Чĕмпĕр облаçĕ |
Ĕçлев тĕсĕ: | сăвăç, прозăç |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
Валериан Фёдорович Ромашкин — (1950, чӳк, 19, Анатри Тимĕрçен ялĕ, Чăнлă районĕ, Чĕмпĕр Ен çур.) — чăваш сăвăçи, прозăçи.
Чăваш халăх ăсчахĕ, Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей журналисчĕсен Пĕрлешĕвĕн пайташĕ.
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Валериан Ромашкин 1950 çулхи чӳкĕн 19-мĕшĕнче Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕнчи Анатри Тимĕрçен ялĕнче çĕр ĕçченĕн çемьинче çуралнă. Ялти шкулта виçĕ çул вĕреннĕ хыççăн çемьи çак районти Телешковкăна куçса кайнă. Асăнна ялта сакăр çуллă шкултан вĕренсе тухсан Çинкĕлте педучилищĕре пĕлӳ пухать.
1970 çулта вĕрентӳçĕ ĕçне пикĕнет. Пĕр хушă тăван ялĕсенче — Вăта тата Анат Тимĕрçен — "Память Куйбышева" колхозра комсомол йĕркелĕвĕн секретарĕ вырăнĕнче тимлет.
1979 çулта Чĕмпĕрти И. Н. Яковлев ячĕллĕ патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухать, тĕрлĕ шкулта ĕçлет.
1982 çулта Чăнлă районĕнчи çутĕç пайĕн методисчĕ пулса тăрать. Кунтан ăна ССКП райкомне ĕçе чĕнеççĕ. Унта инструктор, пай ертӳçи пулса ĕçлет. 1985 çулта Чăнлă районĕн хаçачĕн редакторĕн ĕçне кĕрет.
1989 çулта облаçра тăван чĕлхепе "Канаш" хаçат пичетленме тытăнсан унăн тĕп редакторĕ пулать.
Кĕнекесем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- "Чуваши Симбирского Поволжья", Чĕмпĕр, 1998.
Хисепĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чăваш халăх ăсчахĕ
- Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
- Хисеп грамоти, Чăваш Республиуин Информаци министерсви[1]
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- "Шевле çути", редакторĕ Н.Н. Ларионов, Чĕмпĕр, "Чĕмпĕр кĕнеки", ISBN 4-8426-0229-6.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Чăнлă районĕнче çуралнисем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Сăвăçсем, алфавитпа
- Чăваш çыравçисем
- Чăваш сăвăçисем
- Раççей çыравçисем
- Раççей сăвăçисем
- 1950 çулта çуралнисем
- Чӳкĕн 19-мĕшĕнче çуралнисем
- Халĕ пурăнакансем
- Пĕрлĕх ĕçченĕсем
- Чĕмпĕр облаçĕнче çуралнисем
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем