Роми Шнайдер
Роми Шнайдер | |
Romy Schneider | |
Çуралнă вăхăт: | авăн, 23 1938 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Вена, Австри |
Вилнĕ вăхăт: | çу, 29 1982 |
Вилнĕ вырăн: | Парис, Франци |
Гражданлăх: | Франци |
Професси: | артист |
IMDb: | ID 0002769 |
Розмари Шнайдер Альбах-Ретти, ытларах Роми Шнайдер (ним. Rosemarie Magdalena Albach-Retty, Romy Schneider ятпа паллă; авăн, 23 1938, Вена (хула) — çу, 29 1982, Парис) — австри киноартисчĕ, австри тата франци синематографи çăлтăрĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Роми Шнайдер 1938 çулхи авăн, 23 Венăра, австри киноçăлтăрĕ Магда Шнайдерпа австри артисчĕ Вольфа Альбаха-Ретти çемйинче çуралать. Розмари пĕртен-пĕр ача пулнă. Роми тăватă çул тултарсан, ашшĕпе амăшĕ уйрăлаççĕ, хĕрачана интерната вырнаçтараççĕ, унта вăл лайăх пĕлӳ пухать. Пĕрремĕш хут кинора 1953 çулта, « Каллех шурă сирень чечеке ларсан» фильмра вылять. Кайран Австрипе Германире вылянтаракан фильмсене хутшăнать. XX ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Италин, Аслă Британин, Францин, АПШ-н паллă кинорежиссёрĕсен фильмĕсене хутшăнать.
Роми Шнайдер 1959 çулта Ален Делонпа пĕрле «Кристина» фильмра вылять. Фильм ӳнер ĕçĕсем иртсен Роми Шнайдерпа Ален Делон йеркĕнсем пулса юлаççĕ, анчах та 1963 çулта Делон Ромине пăрахса хăварать. Уйрăлăва чĕре çумне илсе, Роми çут тĕнчерен уйрăлса каясшăн пулнă.
Роми Шнайдер нимĕç артисчĕ тата режиссёрне Гарри Мейена качча тухать те 1967 çулта Тавит ывăла çуратать. 1975 çулта вĕсем уйрăлаççĕ, 1979 çулта Гарри Мейен хăй çине ал хурса пурнăçран уйрăлать.
Ромин иккĕмĕш упăшки хăйен секретарĕ, Даниэль Бьязини, пулать. Вĕсен хĕрĕ — Бьязини Сара — çитĕнсен киноартист пулса тăрать.
1981 çулхи утă, 5 Роми Шнайдерăн ывăлĕ — Тавит — сарăмсăр вилет. Роми депрессие кĕрсе эрех кĕленчи тĕпне пăхма тытăнать. Çавах та вăл «Малтанхи тĕпчев ĕçĕнче» тата «Сан-Сусири иртсе пыракан» фильмсенче ĕçлет.
1982 çулхи çăвăн 29-мĕшĕнче, «Сан-Сусири иртсе пыракан» çĕнĕ фильмĕн пĕрремĕш кăтартăвĕччен, Роми Шнайдер хăйĕн парис хваттерĕнче вилет. Официаллă версипе Ромин чĕри çурăлса кайнă. Роми Шнайдера Буасси çăвине, Парисран 50 çм, пытарнă. Юлашки çула ăсату тăрмашăвне хăй çине илнĕ Ален Делон хистенипех, Роми Шнайдер ывăлĕн Тавитăн вилтăприне амăшĕн масар вырăнĕпе юнашар пытарнă.
Артист астăвăмне 1990 çултанпа Австрире «Роми» пултарулăх теле- парнепе чыслаççĕ. «Warner Brothers» компани 2009 çул тĕлне «Роми евĕр хĕрарăм» автобиографи фильмĕн пĕрремĕш кăтартăвне хатĕрлет. Роми тĕп рольне Ивонн Каттерфельд нимĕç юрăç-артистне выляма палăртнă.
Чысĕсемпе парнисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Сезар» кинопарне, «Юратни — паха» (1975) хĕрарăм тĕп рольне паха сăнарланăшăн
- «Сезар» кинопарне, «Кашнин хăйĕн шанчăк»(«Ахаль истори») хĕрарăм тĕп рольне паха сăнарланăшăн.
Фильмографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1953 — Когда вновь расцветает белая сирень
- 1954 — Юность королевы
- 1955 — Сисси / Sissi
- 1956 — Сисси — молодая императрица / Sissi — Die junge Kaiserin
- 1957 — Сисси — роковые годы императрицы / Sissi — Schicksalsjahre einer Kaiserin
- 1958 — Кристина / Christine
- 1960 — На ярком солнце / Plein Soleil
- 1961 — Комедия о Лисистрате
- 1961 — Боккаччо-70 / Boccaccio '70
- 1962 — Процесс
- 1963 — Победители
- 1963 — Кардинал
- 1965 — Что нового киска?
- 1968 — Бассейн / La Piscine
- 1970 — Кто?
- 1971 — Макс и жестянщики / Max Et Les Ferrailleurs
- 1971 — Мелочи жизни
- 1971 — Сезар и Розали
- 1972 — Людвиг / Ludwig
- 1972 — Убийство Троцкого / The Assassination Of Trotsky
- 1973 — Поезд / Le Train — Анна
- 1974 — Обезумевший баран / Le Mouton Enrage
- 1974 — Главное — любить / L' Important C’Est D’Aimer
- 1975 — Невинные с грязными руками / Les Innocents Aux Mains Sales
- 1975 — Старое ружье
- 1975 — Главное — любить, реж. А.Жулавский
- 1976 — Мадо
- 1976 — Женщина в окне, реж. Коста-Гаврас
- 1978 — Простая история / У каждого свой шанс
- 1979 — Свет женщины / Clair de femme, реж. Коста-Гаврас — Лидия
- 1979 — Прямой репортаж о смерти
- 1980 — Банкирша / La Banquiere
- 1981 — Под предварительным следствием / Garde A Vue
- 1981 — Призрак любви / Fantasma d’amore
- 1982 — Прохожая из Сан-Суси
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Г. В. Краснова. Роми Шнайдер. — Искусство, 1993. — ISBN 5-210-02071-1
- «Я, Роми Шнайдер. Дневник» / Сост. Р. Зайдель / Пер. с нем. Л. Крыловой. — М.: Зебра Е; СПб.: «Композитор» • Санкт-Петербург, 2011. — 296 с.
- «Делон и Роми: невозможная любовь» / Бертран Тессье / Пер. с фр. Т. Понятиной. — Нижний Новгород, ДЕКОМ, 2012. — 188 с.
- Г. В. Краснова. Роми Шнайдер. История жизни и любви. — Зеленая лампа, 2012. — ISBN 978-5-905629-28-0
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Роми Шнайдер. Кун-çул. Фильмографи Oldcinema çинче. 2009 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |