Российская (метро станцийĕ)
Курӑнакан калӑплав
«Российская» — Самар метрополитенĕн станцийĕ.
Пур хыпарсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Самар метрополитенĕн пĕрремĕш йĕрĕнче, «Московская» станцийĕ хыççăн вырнаçнă, «Алабинская» чарăну вырăнне кĕртиччен çак йĕрте юлашки шутланать.
Станцие тĕрĕслев ĕç-пуçа чӳк, 26 2007 кĕртнĕ. Çынсем унпа усă курма 13:30 раштав, 26 2007 тытăннă.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Малтанхи ячĕ — «Проспект Ленина». Çĕр хăвăлне чавса çирĕплетес ĕçсем 1980 çулхи авăн уйăхĕнче тапраннă.
Вестибюльсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Станцие икĕ енчен кĕме пулать, пĕри — Автобус проезчĕпе Луначарский урамĕн каçăвĕнче, иккĕмĕшĕ — Авиаци подшипникĕсен савучĕ çумнерех. Кассăсем çĕр айĕнчи туннельре.
Архитектурăпа капăрлатăвĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Станцие ятарлă проектпа туса лартнă, икĕ платформăллă.