Контент патне куҫ

Руç королĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Юрий I Львович королĕн пичет аверсĕ çинче «Regis Rusiae» — Руç королĕ тесе çырнă.

Руç коро́лĕ́ (лат. Rex Russiae е Rusiae) — Анăç Европăри вăтам ĕмĕрсенчи документсенче тата нарративлă çăлкуçсенче вырăс тытăмçисене асăннă чухне усă курнă титул. Хăшпĕр тытăмçăсене ăна йышăнма сĕннĕ. Çак титула илнĕ пĕртен-пĕр тĕслĕх — Галици-Волынь кнеçĕ Даниил Галицкий (1253-мĕш çул).

Александр Филюшкин каланипе, Руç политикин культуринче çак титул вырнаçанайман, «вырăс историнче тĕлĕнтермĕшлĕ эпизод евĕр ĕмĕлкеленсе иртсе кайнă»[1]. Титул, çапах та, Кăнтăр-Анăç Руçĕнче поляксен влаçне çирĕплетнĕ ĕç-пуçра паллă роле вылянă.

Киев кнеçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вырăс кнеçĕсене король титулĕпе асăнни поп çырса янисенче, Даниила кăшăла иличченех тĕлпулнă — çак ĕнтĕ Анăç Европăри хăшпĕр çĕрсен тытăмçăсене «рекссем» тесе калас тенденцирен тухнă. Король кăшăлĕпе тивĕçтересси Риме килнĕ Ярополк Изяславич кнеçрен пуçланнă. Ун чухне Ярослав Мудрый 1075 çулта ывăлĕсем хăйсем хушшинче хирĕçнĕ. Ярополк ашшĕ — Изяслав Ярославич — так и не рискнул обнародовать поп буллине Руçре пурăнакан халăха пĕлтерме хăяйман, çапла вара Поп хутшăннипе астула парса пырас йăла пурнăçа кĕреймен.

Галици-Волынь кнеçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Король титулĕ вырăссен политика культуринче XIII ĕмĕрте килнĕ, ун чухне ăна пĕр вăхăтрах Тухăç Европăри икĕ тытăмçăна — Даниил Галицкине тата литва кнеçне, Миндовга — панă. Даниила поп элчисем чикĕ çумĕнчи Дорогичинре 1253 çулта кăшăл айне тăратнă. Римран ӳкĕтлесе Галичина тата Улатимĕр Ен королĕ титула (rex Galiciae et Lodomeriae) темиçе теçетке çул ĕнтĕ хункăр королĕсем (Галича 1189—1190 çулсенче ярса илнĕ хыççăн) йăтса çӳренĕ. Икĕ тутул коллизийĕшĕн Рим пачах та кулянман.

Даниила тата Миндовга король титулĕсемпе тивĕçтерсен, поп хăйĕн сĕмне сарас шухăшпа тăрăшнă, çапах та çак тытăмçăсене католицизм та, халăх тĕнĕпе пурнакансене хирĕç «хĕрес харçисем» те илĕртмен. Даниила монголсене хирĕç вăрçмашкăн, Миндовга — нимĕçсен рыцăрь орденĕсене хирĕç тăмашкăн пулăшу кирлĕ пулнă. Поп пулăшма пултарайман та, унăн пулăшас кăмăл та пулман, çак сăлтавсене пула килĕшсе татăлнисем пурнăçа кĕреймен, титулатура та пăрахăçа тухнă.

Даниилăн тӳррĕн несĕлĕсем — Лев тата Мстислав — кăшăл айне тăман. Титула реанимацилес тесе Даниил мăнукĕ Юрий Львович (мастика пичетĕн аверсĕ çинче «Rex Rusiae» — Руç королĕ, реверсĕ çинче — «Dux Ladimiriae» — Улатимĕр ен кнеçĕ тесе çырнă) хăтланнă. 1316, 1325, 1327, 1334 и 1335 çулсенче грамотăсен пичетĕсем çинче — Юрий Львовичăн ывăлĕсем — Андрей тата Лев, тата мăнукĕ (хĕрĕн ывăлĕ), Болеслав-Юрий (Юрий II Болеслав), вĕсене «Rex Russiae» тенĕ[2]. Титула «Руç короллĕхĕ» тесе асăнни — Пясты династинчен тухнă юлашки галич-волынь кнеçĕччен Юрий II Болеславчен тытса пынă.

Поляк тата хункăр королĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Руç королĕ» титулне «Пястов еткерлĕхĕ» («Пястов наследство») тесе поляксен королĕ Казимир III, ачасăр галич-волынь кнеçĕпе, Юрией II Болеславпа килĕшӳ тунă хыççăн çак ята илсе юлнăскерне, питĕ хисепленĕ. Кĕçех, кнеç наркăмăшланса вилсен, Казимир III унăн вырăнне тăнă. Тăхăр кун иртсенех поляк королĕн çарĕ Львова ярса илнĕ, çаратнă.

Леонтий Войтович историк çакна асăрхаттарать: çак харçăна çав вăхăтра тухмашкăн темиçе уйăх хатĕрленмелле пулнă[3]. Галич çĕрне 1349 çулта пĕтĕмпех çĕнсе илсессĕн, III Казимир тулли титулне «Вырăс королĕ» çырса кĕртнĕ[4]. Казимир III Вырăс короллĕхĕ валли укçа çапнă[5].

Кĕçех Руç королĕ титулне илесшĕн поляк-хункăр хирĕçĕвĕсем лăпланнă. 1350 çулта Будăра Казимир III тата хункăр королĕ I Аслă Людовик килĕшӳ тунă. Людовика тата унăн шăллĕне, Стефана йăла йĕркипе «Вырăс короллĕхĕн» еткерĕсем тесе йышăннă, анчах та унчен çак тивĕç-ирĕке Казимира виличченех куçнă. Казимиран ывăл пулмасан Хункăри титулне каялла тавăрмалла тенĕ, ывăлĕ пулсан вара, Хункăри поляк королĕсенчен 100 000 флорин тӳлесем Руçе сутăн илме пултарнă. Хункăри Польшăна хĕрес йăтакансенчен тата ытти тăшмансенчен хӳтĕленмешкĕн — «Вырăс короллĕхĕ» (Regnum Russiae) ыйтăвĕсенче çеç — вăрçăпа пулăшма гаранти панă.

Казимир III 1370 çулта вилсессĕн килĕшӳпе короллĕх Хункăри айне пулнă, анчах та ăна Польша 1387 çулта вăйпа туртса илнĕ. Хăй терминĕ тата доменĕ çак саманта Галичина енне, Волынь çĕрне мар, пĕлтернĕ[6]. Малашне, «Вырăс короллĕхĕн» статус шайне антарнă — 1434 çулта Польша йышĕнчи Вырăс вăйпутлăхĕ пулса тăнă.

Хункăр королĕсем, çак çĕрсене вăрçăпа та, дипломатипе те тавăрма май çуккипе, номинацире çеç «Галичина тата Владимир ен» королĕсем статусне сыхласа юлнă. Речь Посполитая XVIII ĕмĕрте аркансан, Австри-Хункăри империнче, ĕлĕкхи ĕçсене асра тытса, Галици тата Лодомери короллĕхне туса хунă.

Мускав тытăмçисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
«Иоанн Васильевич, Руçĕн аслă императорĕ, Мускав ен кнеçĕ» (Ioannes Basilius Magnus Imperator Russiae, Dux Moscoviae). Абрахам Ортелий карттин фрагменчĕ (1574).

1489 çулта Николай Поппель нимĕç дипломачĕ Руç тытăмçине — III Иван — валли сăваплă Рим императорĕнчен король титулне парнелемешкĕн килнĕ, хирĕçле çак хурава тивĕçнĕ:

«Мы Божиею милостью государи на своей земле от первых своих прародителей, а поставление имеем от Бога, [..] а поставлениа как есмя наперед сего не хотели ни от кого, так и ныне не хотим»[7].

Малашне Ватикан та, Сăваплă Рим империйĕ те пĕрре çеç мар король титулне парнелес пирки калаçнă, çакнашкал пулăмра вĕсем Раççее католици тĕнĕнчи Европăна интеграцилекен инструмент курнă, анчах кашнинчех III Василирен те, Хаяр Йăванран та хирĕçлев илнĕ. 1550 çулта Иоанн Штейнберг авантюрист Хаяр Йăван Литвапа католици унине кĕресшĕн, король титулне илес тесе турккăсемпе вăрçма хатĕр, тесе Европăра суя сăмах сарнă. Çак итлев II Сигизмунда поляк-литва монархне питĕ хумхантарса янă. Вăл вара Ватикана тата Сăваплă Рим империне элчелĕхсем янă, IV Ивана «Вырăс королĕн» кăшăлне памалла мар, «Мускав королĕ» титулĕпе кăна тивĕçтермелле, тенĕ, мĕншĕн тесен «Вырăс королĕ» ячĕ Ягеллонсен килĕнче шутланать, тенĕ.

Анăçри хăшпĕр документсенче (официалла çыру çӳретни, ĕç-тăвăм çырнинче, ăслăх ĕçĕсенче, карттăсем çинче) аслă кнеçсене тата Мускав патшшисене (III-мĕш Иванран пуçласа) Руç «императорĕ» е «кайзерĕ» тесе çырнă.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Филюшкин А. И. Титулы русских государей. М.; СПб., 2006. — С. 49—50
  2. ^ Соловьев А. В. Великая, Малая и Белая Русь / Сост. А. Ф. Литвина, Ф. Б. Успенский // Из истории русской культуры. — М.: Языки славянской культуры, 2002. — В. Из истории русской культуры. — Т. 2.
  3. ^ Леонтій Войтович. «Галицько-Волинські етюди» (Польща, Мазовія, Литва й Угорщина у боротьбі за спадщину Романовичів).— Белая Церковь, 2011. — 363—379 с.
  4. ^ Ісаєвич Я. Д. Королевство Русь / Редкол.: В. А. Смолій (голова) та ін. НАН України. Інститут історії України. // Енциклопедія історії України. — К.: Наукова думка, 2008. — Т. 5:Кон—Кю.
  5. ^ Крижанівський А. Хронологія діяльності Львівського монетного двору XIV–XV ст // До джерел на пошану Олега Купчинського з нагоди його 70-річчя. — К.; Л.: 2004.
  6. ^ Ісаєвич Я. Д. До історії титулатури володарів у Східній Європі // Княжа доба: історія і культура. — Львів: Інститут українознавства ім. І. Крип'якевича НАН України, 2008. — В. Княжа доба: історія і культура.
  7. ^ Филюшкин А. И. Титулы русских государей. М.; СПб., 2006. — С. 52—54