Рябчиков Владимир Иванович
Курӑнакан калӑплав
Рябчиков Владимир Иванович — Социалла Ĕç Паттăрĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ машин тăваканĕ. 1934 çулхи раштавăн 4-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Кинчерте çуралнă.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Уйри бригадăна ертсе пынă. Кайран Шупашкарти электроникăпа механика заводĕнче токарь пулса ĕçленĕ.
Депутата суйланнă. Чăваш АССРĕн Тĕп Канаш Председателĕн çумĕ пулнă.
Чысĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ĕçре пысăк çитĕнӳсем кăтартнăшăн, обществăлла ĕçе хастар хутшăннăшăн ун ятне Чăваш АССРĕн Ĕç Чысĕпе Паттăрлăхăн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ.
Чысĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ленин орденĕ (2 хут).
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Мадебейкин, И. Н. Рябчиков Владимир Иванович / И. Н. Мадебейкин // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 357.
- Рябчиков Владимир Иванович // Ими гордится Чувашия. – Чебоксары, 1987. – С. 168-169.