Сăвăр

Сăвăр (лат. Marmota) — кăшлавçăсен (Rodentia) отрядĕнчи (уртинчи) пакша йышшисем (Sciuridae) ямахатри чĕрчунсем[1].
| Çак статьяна е уйрăма çĕнĕрен çырмалла, чăваш чĕлхин йĕркисене пăхăнмалла, ытти кăлтăксенчен те хăтăлмалла. Статьяна тата унăн уйрăмне статьясене çырмалли йĕркепе хатĕрлемелле, ăнланманлăха пĕтермелле. |
Сăвăр (лат. Marmota) — сĕт çитерекен пакша евĕрлĕ кăшлакан чĕрчун. Сăвăр кĕлетки тăршшĕ 50-58 сантиметр, йывăрăшĕ 4-6 килограмм пулать. Сăвăрсем çемьепе шăтăкра пурнаççĕ. Шăтăк тарăнăшĕ 2-3 метра çитет, тăршшĕ вара 10 метртан та иртме пултарать. Кĕркунне шăтăкне питĕрсе çывăрма выртаççĕ. Çуркунне вăрансах чупаççĕ. Сăвăр ами 40-42 кунран 3-5 çура тăвать. 26 кунран çурасем курăк çиме тытăнаççĕ. Наркăмăшлă курăксемсĕр пуçне нимĕнле ÿсен-тăрана та тиркемеççĕ. Сăвăрсем 10-12 çул пурнаççĕ. Пирĕн патăрта вĕсем ĕлек пайтах пулнă. Хальхи вăхăтра сăвар ятарласа килсе янă хыççăн кăна тепĕр хут ĕрчеме пуçланă. Паянхи куна сăвăр колонийĕсем Патăрьел тата Çĕрпÿ районĕсенче пур.

Классификаци
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Алтай сăвăрĕ Marmota baibacina
- Байбак Marmota bobak
- Marmota broweri
- Шуралнă çăмлă Marmota caligata
- Камчатка сăвăрĕ Marmota camtschatica
- Хĕрлĕ сăвăр Marmota caudata
- Сар хырăмлă сăвăр Marmota flaviventris
- Гималай сăвăрĕ Marmota himalayana
- Альп сăвăрĕ Marmota marmota
- Мензбир сăвăрĕ Marmota menzbieri
- Вăрман сăвăрĕ Marmota monax
- Олимп сăвăрĕ Marmota olympus
- Тарбаган, Монголи сăвăрĕ Marmota sibirica
- Ванкувер сăвăрĕ Marmota vancouverensis
Сăвăр кунĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1886 çултан АПШра нарăсăн 2-мĕшĕнче Сăвăр кунĕ паллă тăваççĕ.Çак куна сăвăр шăтăкĕнчен тухнине сăнаса хĕл тăршшĕне пĕлеççĕ.
Фотогалерея
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Marmota monax
в день сурка
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Бибиков Д. И. Сурки. — М.: Агропромиздат, 1989. — ISBN 5-10-001018-5
- Даниэл М. Тайные тропы носителей смерти: Пер. с чеш. / Милан Даниэл / Под ред. Б. Л. Черкасского. — М.: Прогресс, 1990. — ISBN 5-01-002041-6
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ↑ Сурок // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Байбак.ру — Сăвăрсене килте усрамалли çинчен
- Василий Песков «Вĕсем халь çывăраççĕ» 2009 ҫулхи Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
- Сăвăрсен çурчĕ 2016 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.