Контент патне куҫ

Сăрă чечен кайăк

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Сăрă чечен кайăк
Cuculus canorus canorus + Sylvia communis

Сăрă чечен кайăк - çерçирен пĕчĕкрех кайăк. Çăмартисем (4-6) шурă е симĕсрех тĕслĕ, хăмăр пăнчăсемлĕ. Йăвисене çӳллех мар çăра тĕмсем е çӳллĕ ӳснĕ курăк хушшинче тăваççĕ. Çĕр çинчен 20-30 см. çӳллĕшĕнче яваççĕ тарăн чашăк йышлĕ йăвине. Çу каçа икĕ пуслăх çитĕнтереççĕ. Апатне тĕм тураттисем, курăк тунисем тăрăх сиксе çӳресе пуçтараççĕ: пĕчĕк нăрăсем, лĕпĕшсемпе вĕсен хурчĕсем, шăнасем, шăрчăксем, хăнкăласем. Кĕркунне енне çырласем те çиет. Чăваш енне çу уйăхĕнче çитеççĕ. Авăн уйăхĕнче вĕçсе каяççĕ. Пирĕн тăрăхра тĕрлĕ чечен кайăксен йышĕ пысăк.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]