Сăсар
Сăсар (лат. Martes) — тискер сĕт çитерекен чĕрчунсен йăхĕ .
Сăсар — вăтам пӳллĕ, кĕске пилĕк пӳрнеллĕ ураллă, пӳрнисем çинче кĕрекен шĕвĕр чĕрнеллĕ, шĕвĕр сăмсаллă, кĕске хăлхаллă, вăрăм йăрăс кĕлĕткеллĕ, вăрăм хӳреллĕ чĕрчун. Кĕлетки 50 см çитет, йывăрăшĕ - 1 килограмран иртет. Ытларах юманлăхра, чăрăшлăхра пурăнма килĕштерет. Апачĕ - шăши йышшисем, пакшасем, вĕçен кайăксемпе вĕсен çăмартисем. Сунара каçхине тухать. Йăвăç тăрăх çăмăллăн çÿрет, анчах та сунар ытларах çĕр çинче иртет. Йăвине вара йывăç хăвăлĕнче тăвать. Питĕ сивĕ вăхăтра çапă айне е юр ăшне кĕрсе выртма пултарать. Çуллахи вăхăтра шăшисемпе кайăксене ытларах тапăнать пулсан, хĕллехи вăхăтра пакшасене, ăсансемпе пăчăрсене аптратать. Сăсар ами 8-9 уйăхран çăвăрлать, çĕртме-çурла уйăхĕсенче чупать, акапа çу уйăхĕсенче çăвăрлать. Кĕркунне çурасем хăйсем тĕллĕн пурăнма пуçлаççĕ. Сăсарсем 15 çул таран пурăнма пултараççĕ, анчах та ĕмĕрĕ вĕсен нумай чухне 5-6 çултан иртмест. Пирĕн тăрăхра çак çăткăн чĕр чунăн тăшманĕсем çукпа пĕрех. Çынсем кăна ăна хаклă тирĕшĕн тытма пултараççĕ. Çамрăк сăсар çине тата ÿхĕ е пысăк хурчка тапăнма пултарать. Вăрман сăсарĕ питĕ вăрттăн чĕр чун. Ăна асăрхама питĕ йывăр. Сăсар йышĕ Чăвашра 1000 пуç шайĕнче тытăнса тăрать.
Классификаци
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Америка кăшĕ|Martes americana
- Харза|Martes flavigula
- Чул сăсарĕ|Martes foina
- Нилгири сăсарĕ|Martes gwatkinsii
- Вăрман сăсарĕ|Martes martes
- Япони сăсарĕ|Martes melampus
- Илька|Martes pennanti
- Кăш|Martes zibellina
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |