Контент патне куҫ

Сандхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Сандхи (санскр. संधि, «çыхăну, пĕрлешÿ») — лингвистикăра: чĕлхери (сăмахри) сасăсем хăйсен текст тăршшĕнчи (сăмахри е пуплерĕшри) вырăнне кура улшăнни.

Термина Авалхи Инди грамматикĕсем кĕртнĕ (тен, Панини). Тулаш сандхи (сăмахсен чиккинче) тата шалти сандхи (морфемăсен чиккинче) пур.

Чăваш чĕлхинчи сандхи. Уйрăммăн тăракан сăмахсенче янравлă сасăсем сăмах умĕнче (анлаут) е сăмах вĕçĕнче (аслаут) тăма пултараймаççĕ. Анчах та префикс е постфикс хушăнсан, уйрăм малсăлтавсенче, çавнашкал янравсăррисем те янрама пуçлаççĕ. Калăпăр, кам сăмахри к- сасă янрамасть. Анчах сăмах çумне та-, ни- префикссем хушăнсанах (такам, никам) хайхи -к- янрама пуçлать. Ку вăл шалти сандхи пулать.

Çавăн пекех чăваш чĕлхинче тулаш сандхи те пур. Вăл пуплерĕшре (пуплев юхăмĕнче), сăмахсен чиккинче, уйрăм малсăлтавсенче, хупă сасăсем янранине пĕлтерет. Профессионаллă дикторсен пуплевĕнче çеç çак пулăм пулмасса пултарать. Ахаль çынсен калаçăвĕнче вара сăмахсен чиккисенчи хупă сасăсем чылай чухне янравлă илтĕнеççĕ.

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Сандхи // Большая российская энциклопедия. Том 29. — М., 2015. — С. 318.
  • Сандхи // Лингвистический энциклопедический словарь / Гл. ред. В.Н. Ярцева. — М.: Советская энциклопедия, 1990. — С. 432. — 685 с.