Санта-Крус (утрав, Галапагос)
| Санта-Крус | |
|---|---|
| Ят никӗсӗ | Пурнăç паракан Хĕрес, HMS Indefatigable[d], Генри Говард, 6-й герцог Норфолк[d], Говард, Генри, 7-й герцог Норфолк[d] и Климент I[d] |
| Патшалӑх | |
| Администраци вырӑнӗ | Пуэрто-Айора[d] |
| Администрациллӗ-территориллӗ виҫе | Галапагос[d] |
| Вӑхӑт тӑрӑхӗ | UTC−6[d] |
| Шыв хӗрринче вырнаҫӑвӗ | Лăпкă океан |
| Ҫутҫанталӑк объекчӗ шутӗнче | Галапагос[d] |
| Халӑх йышӗ |
|
| Тинӗс шайӗнчи ҫӳллӗш | 864 метр |
| Тӑршшӗ |
|
| Сарлакӑшӗ | 31 km |
| Лаптӑк |
|
Санта-Крус (исп. Isla Santa Cruz) — Исабела хыҫҫӑн пысӑкӑшӗпе иккӗмӗш тата Галапагос утравӗсенчен чи йышлӑ пурӑнакан утрав. Британсем утрава Индефатигабл (акăл. Indefatigable), HMS Indefatigable линиллĕ карапа чысласа, ят панӑ [1].
Географи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вулканран пулса кайнӑ утрав ҫаврака формӑллӑ темелле. Лаптӑкӗ 985,55 км², чи ҫӳллӗ вырӑнӗ тинӗс шайӗнчен 864 м вырнаҫнӑ.
Утрав варринче выртакан туллӑ-сӑртлӑ плато ҫинче сӳннӗ вулкансем, сӑртлӑ ландшафтсем, тӗрлӗ ӳсентӑрансемпе чӗрчунсен тӗнчи вырнаҫнӑ. Санта-Крус геологи уйрӑмлӑхӗ шутне пӗтӗмӗшле тенӗ пекех сыхланса юлнӑ 2 ҫухрӑм тӑршшӗ тата 10 м яхӑн ҫӳллӗш лава тоннелӗ кӗрет.
Халăх йышă
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Санта-Крус кӑнтӑр ҫыранӗнче Пуэрто-Айора утравӗн административлӑ тӗпӗ пур, унта 12 пине яхӑн ҫын пурӑнать. Ку Галапагос архипелагӗн чи пысӑк хули те. Пуэрто-Айора тӗпчев станцийӗ вырнаҫнӑ, ӑна Чарльз Дарвин паллӑ ҫутҫанталӑк тӗпчевҫин ятне панӑ.
Туризм
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Утрав ҫыннисен тӗп ӗҫӗ — туризм сфери.
Сӑнсен пуххи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пуэрто-Айора
- Лава тоннелĕ
- Tortuga Bay пляж
- Галапагос тимӗр шапи El Chato заповедникӗнче
- Утрав ҫинчи тинӗс игуани
Ҫавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ӑнлантарусем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]| Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Санта-Крус (остров, Галапагос) статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. |