Контент патне куҫ

Силлиманит

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Силлиманит
ФормулаAl2O3)(SiO2
СингониРомбла (планаксиаллă)
Тĕскăвакрах, хăмăр-симĕс, тĕссĕр, сăрă, сăрă-симĕс
Йĕр тĕсĕШурă
ЯлтăруКантăк пек
ЯнкăрлăхЯнкăр, çурма янкăр
Хытăлăх7
Çыпăçтарулăхлайăх, 010
Тачăлăх3,24 г/см³

Силлиманитминерал, алюминий силикачĕ. Хими формули — (Al2O3)(SiO2). Бенджамин Силлиман (1779—1864) американ химикне чысласа ятне панă.

Характеристика

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕсĕпе сăрă, сăрă-шурă, çутă-хăмăр, çутă-симĕс. Çу е пурçăн пек ялтăр, кантăк евĕр витĕр курăнать. Чĕрнĕ хыççăн шурă йĕр юлать.

Хытăлăхĕ 6—7, тачăлăхĕ — 3,23—3,25.

Ромбла сингониллĕ кристаллсем пулаççĕ, тикĕс мар катăлать. Симметри класĕ — ромб-бипирамидаллă — mmm. Тĕнĕлсем хутшăнăвĕ — 0,979 : 1 : 0,757. Çыпăçтарулăхĕ — тĕнĕлпе параллеллĕ (010). Агрегачĕсем — сӳсленчĕк, çыхланчăк.

Хĕртсен те ирĕлмест, йӳçекре те ирĕлмест.

Алюминий йӳçекĕ (Al2O3) — 63,1 %, кремнезём (SiO2) — 36,9 %, хăш чухне хутăш тĕсĕ (2—3 %) тимĕс йӳçекĕ.

Якаткаланă янкăр силлиманит

Çутçанталăкра сапаланса шĕвĕркке тата йĕпленчĕк кристалсен катăккисем, кĕтескеллĕрех пĕрчĕксем, сайрарах сӳсленчĕк тытăмĕллĕ агрегатлă тешĕсем (фибролит) формипе тĕлпулаççĕ; вырттарса/куçарса хăтланнă хыççăн мăкарах е тăрхăла-çаврашкаллă тĕшĕсем евĕрлĕ пулса çитеççĕ. Кристаллă сланецсем тата гнейссем сарăлнă çĕрте шлихсен йышĕнче пулаççĕ.

Абразилех енчен çирĕп пулнипе тата чылай куçăнма пултарнипе силлиманит ильменитпе, цирконпа, монацитпа, дистенпа тата урăх комплекслă титан-цирконий сапаланчăк минералĕсемпе пĕрле шыв капланчакĕсенче пуçтарăнать. Ыттисене тупăшласа кăларнă чухне çулташ компоненчĕ евĕр тухать, дистенпе иккĕшĕн шучĕ 20 кг/т таран çитет.

Çулăма чăтакан япаласем тумашкăн тата урăх тĕлĕшсем валли кирлишĕн дистен-силлиманит концентрачĕ евĕр кăлараççĕ.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]