Симĕс йĕкĕлти кайăк
Перейти к навигации
Перейти к поиску
Симĕс йĕкĕлти кайăк (виртле кайăк) - çерçирен пĕчĕкрех кайăк. Сайра вăрмансене, уйрăмах хурăнлăхсене юратать. Çăмартисем (4-6) кĕрен тĕслĕ, хăмăр та хура пăнчăсемлĕ. Амине йăвара ларнă чухне алăпа та тытма пулать. Йăваран вĕçсе тухсан питĕ хаяр. Йăвисене питĕ лайăх пытараççĕ. Çу уйăхĕнче, йывăçсем çулçă кăларсан, вĕçсе килет, авăн уйăхĕччен вĕçсе кайса пĕтеççĕ.