Сири (рим провинцийĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Сири (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Сири провинцийĕ Адриан тапхăрĕнчи Рим империн картти çинче (117-38 çç.)
Сири провинцийĕ Рим империн картти çинче
Рим мозаики, Антиохирен, Лувр.

Сири — Рим провинцийĕ пулнă. Ăна П. эрч. 64 çулта Помпей, Виççĕмĕш Митридат вăрçинче çĕнтернĕ хыççăн, хушнă. Рим йышĕнче, кайран Висантире, çиччĕ ĕмĕр тăршшĕ, 637 çулчен, арапсем çĕнтерсе иличченех, пулнă.

Принципат тапхăрĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сири çарĕнче виç легион тăнă, вĕсем пархисен чиккине хӳтĕленĕ. 69 ç. сири çарĕсем Веспасиан çĕнĕ императора майлă тăнă.

II ĕмĕрĕн вĕçĕнчен пуçласа темиçе чыслă сири çынни Рим сенатне кĕнĕ, сăмахран, Тиберий Клавдий Помпеян тата Гай Авидий Кассий. 193 ç. провинцирен Хăвăллă Сири уйрăлать. III ĕмĕрте сирисем Север арăвĕсен император влаçĕ айне кĕреççĕ. 260 - 273 çç. Сири Пальмира патшалăхĕнче.

Доминат тапхăрĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Диоклетиан реформи хыççăн иккĕ провинцийĕ те Восток диоцез йышне кĕрет[1]. 330 – 350 çç. Хăвăллă Сирин Ефратăн анăç çыранĕнчи тата малтанхи Коммагена облаçĕн çĕрĕсенче Евфрат провинцине (Иераполис тĕп хула) туса хунă. Каярахпа, 415 ç. хыççăн, Хăвăллă Сири Syria I (тĕп хули — Антиохия, тата Syria II (тĕп хули — Апамея-Оронте-çинчи) çине пайланнă.

Висанти тапхăрĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

528 ç. император Юстиниан I иккĕ провинцин территорисенчен çыран хĕрринчи Феодори провинцине туса хурать[1]. Регион Висанти империнче паллă шутланнă. 609 – 628 çç. ăна Сасанидсем ярса илнĕ, кайран император Ираклий I тавăрнă, анчах та тепĕртакран каллех мăсăльмансем 637 çулта Ярмук патĕнчи çапăçу тата Антиохи парăннă хыççăн çĕнтерсе илнĕ.[1]

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Шаблон:Рим республикин провинцисем