Контент патне куҫ

Сирко Иван Дмитриевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Иван Серко вырăнне Драгомиров Михаил Ивановича сăнарланă (Репинăн «Запорожье казакĕсем турци султанĕ патне çыру çыраççĕ» ÿкерчĕкĕн пайĕ)

Сирко (Серко) Иван Дмитриевич, — Запорожье Сечĕн утаманĕ, 1648-1654-мĕш çулсенчи ирĕке кăларакан вăрçăна хастар хутшăнаканĕ. Хăçан çурални паллă мар, 1680-мĕш çулта вилнĕ.

Унăн ячĕпе Запорожье çырннисем Мухаммед IV Турци султанне çырнă çырупа (кăна И.Е. Репин хăй ӳкерчĕкĕнче сăнласа панă) çыхăнтараççĕ.