Словаки гимнĕ
Татрă çийĕн çиçĕм йăлтăртатать — Словаки Республикин гимнĕ.
Юрăна Людовит Штура арĕсленине хирĕç Братиславăра Левочăна кайнă çӳрев харçинче Евангели Лютеран Лицейĕн студенчĕсем 1844 çулта кĕвĕленĕ.
Текста Янко Матушка хайланă, кĕввине «Копала колодец, смотрела в него» («Kopala studienku») халах юрринчен илнĕ. Анчах та, словак халăхĕ 1848—1849 çулсенчи революцире кăмăлланă пулсан та, ăна 1851 çулта çеç «Добровольческая» ятпа пичетрен кăларнă. 1920 çулта пĕрремĕш строфи Чехословакин гимнĕ шутне, Чехин хальхи гимнĕпе пĕрле кĕрет. 1993 çулта аялтарах кăтартнă текст ирĕклĕ Словаки гимнĕ пулса тăрать.
Тексчĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Nad Tatrou sa blýska, hromy divo bijú,
Nad Tatrou sa blýska, hromy divo bijú.
Zastavme ich, bratia, ved' sa ony stratia, Slováci ožijú.
Zastavme ich, bratia, ved' sa ony stratia, Slováci ožijú.
To Slovensko naše posial' tvrdo spalo,
To Slovensko naše posial' tvrdo spalo.
Ale blesky hromu vzbudzujú ho k tomu, aby sa prebralo.
Ale blesky hromu vzbudzujú ho k tomu, aby sa prebralo.
Куçарни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Татрă çийĕпе çиçĕм йăлтăртатать, аçа çапать
Татрă çийĕпе çиçĕм йăлтăртатать, аçа çапать
Чарăпăр вĕсене, тăвансем, вĕсем чарăнсан, Словаксем çĕкленĕç,
Чарăпăр вĕсене, тăвансем, вĕсем чарăнсан, Словаксем çĕкленĕç.
Тăван Словаки халиччен тарăн тĕлĕкре пулнă,
Тăван Словаки халиччен тарăн тĕлĕкре пулнă.
Аслати çиçĕмĕсем вăратĕç ăна,
Аслати çиçĕмĕсем вăратĕç ăна.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |