Сона (юханшыв)
Курӑнакан калӑплав
![](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/7/7c/Lyon-quais-Sa%C3%B4ne-pont-La-Feuill%C3%A9e-nord-nuit.jpg/250px-Lyon-quais-Sa%C3%B4ne-pont-La-Feuill%C3%A9e-nord-nuit.jpg)
Сона (франц. Saône) — Францин тухăç енче юхакан юханшыв, Ронăн сылтăм юппи. Тăршшĕ 482 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 29 950 км2. Вăтамран 410 m³/с шыв юхать.
Вьомениль хули патĕнче пуçланать те Лион патĕнче Рона юханшывне юхса кĕрет.
Юханшыв тăрăх кимĕсем те ишме пултараççĕ. Каналсем тăрăх Мозель, Луара, Марна, Сена, Рейн юханшывĕсемпе сыпăнтарнă.