Союз-27

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

«Союз-27» — 1970-мĕш çулсен вĕçĕнче космоса хăпарнă совет пилотлă космос карапĕ.

«Салют-6» орбита ăслăх станцийĕн пĕрремĕш килев экспедицийĕ. Çак хушăра «Салют-6» станци çинче пĕрремĕш нумай вăхăтлă экипаж — Юрий Романенко тата Георгий Гречко — ĕçленĕ. Пĕрремĕш хут орбита станцийĕн нумай вахăтлă экипажĕ космослăхра хăнасене йышăнать.

Пĕрремĕш хут вĕçевçĕ тытса пыракан икĕ карап, пĕр харăсах, орбита станци çумне çыпăçнă. «Союз-25» карап кăлтăклă çыхăннă хыççăн, станцин малти çыпăçу çыххи тӳрĕ ĕçлеменни курăнать. Çапах та «Салют-6» станци çумне малти çыпăçу çыххипе «Союз-27» карапа çыпăçтарасси ăнăçлă иртрĕ, ку ĕнтĕ çак çыпăçу çыххи тĕрĕс ĕçленине çирĕплетрĕ.

Тăватă космонавт пиллĕк кун хушшинче ăнăçлă ăслăх тата технологи эксперименчĕсене ирттернĕ. Владимир Джанибековпа Олег Макаров космонавтсем Çĕр çине «Союз-26» караппа таврăннă. «Союз-27» карап станци çумĕнчех юлать, ун ăшĕнче Юрий Романенкăпа Георгий Гречко космонавтсем 1978 çулхи пуш, 16, 11 сехет те 19 мин. (UTC) Çĕр çине анаççĕ.

Вĕçев параметрĕсем[тӳрлет | править вики-текст]

  • Аппарат йывăрăшĕ — 6,8 т.
  • Наклонение орбиты — 51,65°.
  • Çаврăну тапхăрĕ — 88,73 мин.
  • Перигей — 199(333,9) км.
  • Апогей — 254(370,4) км.

Экипаж[тӳрлет | править вики-текст]

Дубль экипажĕ[тӳрлет | править вики-текст]

Çĕр çине аннă экипажĕ[тӳрлет | править вики-текст]

Вĕçеве çырса кăтартни[тӳрлет | править вики-текст]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | править вики-текст]

Каçăсем[тӳрлет | править вики-текст]

Шаблон:Союз КА серийĕ Шаблон:Космонавтика порталĕ