Спектр абсорбци йĕрĕ
Курӑнакан калӑплав
Спектр абсорбци (çăтав) йĕрĕ е спектр тĕксĕм йĕрĕ — спектрăн пĕр-пĕр энерги (хум тăршшĕ, тăтăшлăх) тĕлĕнчи пайăркалав интенсивлăхĕ чакнипе палăрса тăракан уйрăмлăхĕ.
Спектрти çăтав йĕрĕсем пайăркалав самаях сивĕ тата витĕр курнакан япалалăх урлă иртнĕ хыççăн пулаççĕ. Мĕншĕн тесен атомсем хăшпĕр энергиллĕ (хум тăршшĕллĕ, тăташлăхлă) пайăркалава çăтаççĕ те ăна тĕрлĕ еннелле сапаласа яраççĕ, вара лешĕ сăнавçăна курăнмасть.
Çапла вара, хайхи йĕрсем ăçта вырнаçнине пăхса, япалалăхăн химилле тытăмне пĕлме пулать.