Статистика
Стати́стика — пĕлĕвĕн уйрăм сыпăкĕ, ăслав; унта массăлла статистикăлла панăлăхсене (шутлавлăхлисене е пахалавлăхлисене) пухассин, виçессин, мониторинг тата анализ тăвассин, танлаштарассин ыйтăвĕсене пăхса тухаççĕ; массăлла пĕрлĕхле пулăмсен шутлавлăх енĕсене хисепсен формипе тишкереççĕ[1].
Статистик — статистика енĕпе специалист.
Этимологи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Статистика сӑмах латинла status-ӗҫсем мӗнле пулнинчен килет. Ăна ăслăха нимӗҫ ăсчахӗ Готфрид Ахенвалль 1746 ҫулта кӗртнӗ, вăлах Германири университетсенче "Патшалăх пĕлĕвĕ" курса "Статистика" çине куçарма сĕннĕ, ҫакăнтанпа ĕнтĕ асăннă ăслай ăслăх-вĕрентӳ дисциплини статусĕнче аталанма пуҫланӑ. Статистика шутлавĕпе тахçанах усă курнă: Авалхи Китайра халӑх ҫыравӗсене ирттернӗ, Авалхи Римре ют çĕрсенчи ҫар вӑй-хӑватне хута илнĕ/танлаштарнӑ, граждансен пурлӑхне шута илнӗ тата ытти те.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- [ Статистика] — ПСЭ
- Статистика // Советская историческая энциклопедия
- Федеральная служба государственной статистики Российской Федерации — Росстат 2010 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
- «Statisticians in World War II: They also served». The Economist, Dec 20th 2014
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Малая советская энциклопедия. — М.: Советская энциклопедия, 1960. — Т. 8. — С. 1090.