Степанов Юрий Петрович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Степанов Юрий Петрович (хушма ячĕ - Листопад) — пултаруллă журналист. Красноармейски районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче 1955 çулхи чӳкĕн 9-мĕшĕнче çуралнă.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Красноармейскинчи вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра шкул пурнăçĕ çинчен «Ял пурнăçĕ» хаçатра малтанхи корреспонденцийĕсем пичетленнĕ. Вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн çара кайнă.

Салтак тивĕçне пурнăçланă май çар округĕн хаçачĕпе çыхăну тытнă.

И.Н. Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ, «Коммунизм ялавĕ» тата ытти хаçатсенче ĕçленĕ. Халĕ «Хыпар» хаçатри политикăпа право пайне ертсе пырать.