Контент патне куҫ

Стефан Гецов

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Гецов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Стефан Гецов
Стефан Йорданов Гецов
Çуралнă вăхăт 1932, утă, 3
Çуралнă вырăн Мыглиж (халĕ Старозагора облаçĕ, Пăлхари)
Вилнĕ вăхăт 1996, авăн, 10
Вилнĕ вырăн София, Пăлхари
Професси XX ĕмĕрти пăлхар актёрĕ
Гражданлăх Пăлхари Пăлхари
Театр Иван Вазов ячеллĕ наци театрĕ
IMDb ID 0315237

Стефан Йорданов Гецов (3.7.1932, Мыглиж — 10.9.1996, София) — пăлхар театрпа кино актёрĕ. Бургасăн хисеплĕ гражданĕ (1970)[1].

Вăтам пĕлĕве Казанлык хулинче илнĕ. 1950 - 1954 çулсенче театр пултарулăхне «Кръстьо Сарафов» Театр ӳнерĕн наци институтĕнче Н. Масалитинов пофессор класĕнче туптанă.

Нумай çул Иван Вазов ячĕллĕ наци театрĕнче вăй-халне хунă, чылай чаплă роле сăнарланă.

1996 çулта авăнăн 10-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.

Фильмографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кинематографа 1956 çулта килнĕ. Сăнĕпе пĕрпекрех пулнипе, чылай фильмра Георгий Димитров рольне сăнарланă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Официальный сайт Бургаса