Стэнли Милгрэм

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Стэнли Милгрэм
Stanley Milgram
Çуралнă чухнехи ят: Stanley Milgram
Ĕçлев тĕсĕ: социаллă психолог
Çуралнă вăхăт: çурла, 15, 1933
Çуралнă вырăн: Çĕнĕ Йорк, АПШ
Гражданлăх: Flag of the United States.svg
Вилнĕ вăхăт: раштав, 20, 1984
Вилнĕ вырăн: Çĕнĕ Йорк

Стэнли Милгрэм (çурлан 15-мĕшĕ, 1933, Çĕнĕ Йорк — раштавăн 20-мĕшĕ, 1984, Çĕнĕ Йорк, Манхэттен) — американ социаллă психологĕ, хăйĕн авторитета пăхăнни çинчен экспериментпа тата «пĕчĕк тĕнче» феномена тишкернипе (экспериментла çирĕплетсе пани «ултă хут алă панин тĕрĕслетÿ») паллă.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Милгрэм, çирĕммĕш ĕмĕрти чи витĕмлĕ психологсен шутне кĕрекенскер, политологин вĕренÿ никĕсне Куинс - колледжра 1954-мĕш çулта вĕренсе бакалавр ятне хÿтĕленĕ. Милгрэм итленĕ курссен хушшинче психологи пулман пирки пĕрремĕш хут ăна Гарвард аспирантурине кĕме ирĕк паман, анчах тепĕр хут хушăмла хатĕрленнĕ хыççăн ăна илнĕ. 1960-мĕш çулта вăл диссертаци хÿтĕленĕ. Милгрэм ĕçĕсем çине Соломон Аш тата Гордон Олпорт психологсем витĕм хунă.

2004-мĕш çулта Том Бласс унăн пурнăçĕ çинчен «Тĕнчене шока кĕртнĕ çын: Стэнли Милгрэмăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ» (англ. The Man Who Shocked the World: The Life and Legacy of Stanley Milgram) кĕнеке кăларнă.

Культурăра[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2009-мĕш çулта нимĕç Long Distance Calling пост-рок ушкăнĕ хăйĕн Avoid The Light альбомĕнче "I Know you Stanley Milgram" ятлă юрă кăларнă (чăв. "Зпĕ сире пĕлетĕп, Стэнли Милгрэм").

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Милгрэм эксперименчĕ

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]