Контент патне куҫ

Супинкке Марйи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Супинкке Марйи — чаплă чăваш сăвăçĕ, юрăçĕ. Вăл Чĕмпĕр облаçĕнчи Каша ятлă пысăк чăваш ялĕнче пурăннă.

Унăн Санюк ятлă хĕр тантăшĕ пулнă. Хăйсен ялĕнчи Микита йĕкĕте юратнă пулсан та, ашшĕ-амăшĕ, хĕрĕн кăмăлне курмасăрах, ăна вăйпах ĕлĕххи пек кӳршĕ яла качча панă. Санюк вара икĕ эрне пурăнсанах ашшĕ килне таврăннă та çĕçĕпе пусăнса вилнĕ. Юратнă тантăшăн сарăмсăр вилĕмĕ Супинкке Марйин пĕтĕм чунĕ-чĕрине ыраттарнă, вара вăл пĕррехинче хĕрсемпе урама тухсассăн Санюк çинчен юрă хăйласа юрлать. Çак юрă пĕтĕм чăваш çĕрĕпе саланать. Ăна халĕ халăхра "Каша хĕрĕ пусăнни" теççĕ. Супинкке Марйи каярахпа та тĕрлĕрен юрăсем хайланă.

  • "Шурăмпуç те çӳле кайрĕ".
  • "Каша хĕрĕ пусăнни".