Сухо

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Сухо утравĕ
Патшалăх {{{Ялав}}} Flag of Russia.svg РФ

Сухо — этем аллипе тунă Ладога кӳлĕн кăнтăр-тухăç пайĕнчи утрав. Кӳлĕн кăнтăр çыранĕнчен 20 çм вырнаçнă, тĕрĕс мар ĕлкеллĕ такан евĕр курăнать, пысăкăшĕ — 90 х 60 м.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

XVIII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Пётр I патша тапачĕпе кӳлĕри ăшăх вырăна карапсем ларасран утрав тунă. Бухтăна кăнтăр-тухăç енчен кĕмелле, мĕншĕн тесен кунта тухăçран çил сайра вĕрет.

1891 çулта кунта çӳллĕ чул маяк çуртне купаланă.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çак пĕчĕк утрав питĕ кирлĕ тĕрĕк вырăн пулса тăнă. Утрав совет конвойĕсем куçнă çул çумĕнче (Çĕнĕ Ладогăран 37 км çурçĕрелле) пулнипе Ладога кӳллин чылай кăнтăр пайне пăхса тăнă, Ладога флотилин бази вырнаçнă Волхов тутипе Çĕнĕ Ладогăна хӳтĕленĕ , 1942 çулхи авăн уйăхĕнче кунта карапсене хирĕçле хӳтĕлев виçкĕпçеллĕ 100-миллиметрлă 473 №-лĕ батарейăпа виççĕ пулемета вырнаçтарнă. 1942 çулхи юпан 22-мĕшĕнче утрав гарнизонĕ авиаципе Ладога вăрçă флотилийĕ пулăшнипе 30 карап çине ларса утравпа маяка ярса илме пынă тăшманăн десантне сирсе янă.

4 сехет хаяр алă-алăн çапăçу пырать. Батарейăна самолётсем бомбăлаççĕ. Пирĕн 70 çынран 13 юлчĕ, 32 аманнă, ыттисем пуçĕсене хучĕç. Кашни 3 тупăран 120 хутчен петĕмĕр. 30 вымпел йышĕнчен 16 баржăна шыва путартăмăр, 1-не тыткăна илтĕмĕр. Нумай фашиста пĕтертĕмĕр…
Хӳтĕлев командирĕ Гусев И. К.
1942 çулхи юпан 22-мĕшĕ.

Вăрçă вĕçленсен утрав çинче метеостанци ĕçленĕ. Халĕ никам та пурăнмасть, маяка пăхакансем темиçе çул каялла тухса кайнă, çапах та маяк халĕ те çул кăтартса парать[1].

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Андрей Епатко Остров Сухо (выр.). mk-piter.ru (12/02/2003). çăлкуçран архивланă 17 Ака уйăхĕн 2012. Тĕрĕсленĕ 17 Çурла уйăхĕн 2011.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Ленинграда хупăрлани

Шаблон:Ладога кӳлĕн утравĕсем