Сухоруков Глеб Борисович
| Глеб Борисович Сухоруков | |
| Çуралнă вăхăт: | 1969 |
|---|---|
| Çуралнă вырăн: | Пущино хула, Мускав облаçĕ, РСФСР |
| Патшалăх: | |
| Ĕç вырăнĕ: | Лондонри Мария королева университечĕ (QMUL) |
| Ăсчах степенĕ: | физика-математика ăслăхĕсен кандидачĕ |
| Ăсчах хисепĕ: | профессор |
| Альма-матер: | МПУ физика факультечĕ |
Глеб Борисович Сухоруков (акӑл. Gleb Sukhorukov, 1969, Пущино хула, Мускав облаçĕ, РСФСР çур.) — раççей тата акăлчан ăсчахĕ. Хими, материалсен физики, инженери облаçĕсенче ĕçлет. Халĕ — Лондонри Мария королева университетĕнчи (QMUL) Инженери тата материала тĕпчекен шкулĕнче биоматериалсен профессорĕ[1].
Тĕнчери вырăсла калаçакан ăсчахсен ассоциацийĕ RASA координацилекен комитечĕн пайташĕ тата 2014—2015 çулсенче çак ассоциацин Европăри секцийĕн президенчĕ.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]М. В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн физика факультетĕнче 1991 çулта вĕренсе тухнă. Физика-математика ăслăхĕсен кандидачĕн диссертацине тăван факультетĕнче «Биофизика» специальнăçĕпе 1994 çулта хӳтĕленĕ[2]. Каярах ăслăх учрежденисенче тата индустрире вăйне хунă, 2001 çулта Александр фон Гумбольдт фондчĕн Софья Ковалевская ячĕллĕ прогамми пулăшнипе Макс Планк институтĕнче Коллоидсене тата чикĕри пулăмсене тĕпчекен группăна ертса пыма пуçланă[3], 2006 çулта Лондон университетне куçнă. 2014 çулта Сарăтури патшалăх университетĕнче Мегагрантсем (4-мĕш конкурс) программипе «Дистанционно управляемые системы для тераностики» лабораторие йĕркеленĕ[4], мегагрантсене илекен вунă çын ушкăнĕнче В. В. Путинпа 2016 çулхи авăнăн 19-мĕшĕнче тĕл пулнă.
Г.Б. Сухоруков Ăсчахсене пулăшакан президент программине пуçарса яракансенчен пĕри пулать[5].
Ăслăх ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Глеб Сухоруков сийĕн-сийĕн çыпăçтарнă полиэлектролитлă микрокапсулăсене тĕпчекен облаçре пионер шутланать. Вăл эмеле турттарса çитерекен нумай функциллĕ системăсене тăвас енĕпе çеç мар, çаплах вĕсене йĕркелессипе те ĕçлет[6]. Forbes версипе (Юпа, 2011) Глеб Сухоруков раççей кăкĕнчен тухнă тĕнчипех паллă ăсчахсен ТОП-10 йышне кĕнĕ[7].
300 ытла ĕçе публикациленĕ, вĕсене 30 000 ытла цитатăланă (Хирш индексӗ > 95 (Google Scholar мелĕпе) тата > 83 (Web of Science мелĕпе)[8].
Публикацисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- А. А. Кокорина, E. C. Прихожденко, Г. Б. Сухоруков, A. V. Sapelkin, И. Ю. Горячева, “Люминесцентные углеродные наночастицы: способы получения, методы исследования, области применения”, Усп. хим., 86:11 (2017), 1157–1171 mathnet elib; A. A. Kokorina, E. S. Prikhozhdenko, G. B. Sukhorukov, A. V. Sapelkin, I. Yu. Goryacheva, “Luminescent carbon nanoparticles: synthesis, methods of investigation, applications”, Russian Chem. Reviews, 86:11 (2017), 1157–1171
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ↑ [www.sems.qmul.ac.uk/staff/g.sukhorukov Prof Gleb Sukhorukov].
- ↑ Сухоруков Глеб Борисович.
- ↑ Sofja Kovalevskaja Award 2002 - Award Winners.
- ↑ [www.p220.ru/en/home/projects/item/801-14-z50-31-0004 Laboratory for Remotely Controlled Systems for Theranostics].
- ↑ Встреча с учёными – получателями мегагрантов на научные исследования (выр.), Президент России. Тĕрĕсленĕ 14 Ҫу уйӑхӗн 2018.
- ↑ №17 (724) / Общество и наука / Технология / Троянская пилюля. www.itogi.ru. Тĕрĕсленĕ 14 Ҫу уйӑхӗн 2018.
- ↑ 10 самых известных в мире ученых русского происхождения | Новости (акăлч.). Forbes.ru (2011-10-20). Тĕрĕсленĕ 14 Ҫу уйӑхӗн 2018.
- ↑ Gleb Sukhorukov - Google Scholar Citations. scholar.google.ru. çăлкуçран архивланă 15 Ҫу уйӑхӗн 2018. Тĕрĕсленĕ 14 Ҫу уйӑхӗн 2018.