Сӳтсе явасси:Çурт-йĕр тăваслăх

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Куллен тата анлăн усă куракан ăнлав тăскаланчăк пулма пултараймасть. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:14, 15 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)

Тĕрĕсрех, çурт-йĕр тăваслăх çырмаллаччĕ. Çак термина (е урăххине) совет влаçĕ вăхăтĕнче хытармалла пулнă ĕнтĕ, анчах та... май килмен, алă çитмен. Çынсене ăнланмалла, усă курмалла çырас пулать. Кунта пуç çапса калаçнипе ăшă та пулмасть, тĕтĕм те тухмасть. Халлĕхе, çакнашкала чухласа кăлартăм категорисене майлаштарнă май. Viktor (сӳтсе явни) 15:47, 15 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)

Аффикссем[кодне тӳрлет]

Чăваш чĕлхи аффикссемпе пуян (лав/лев/ла çеç мар), ыттисене хута кĕртме тăрăшăр. Çырса лартас умĕн чĕлхе вĕççĕн пуплесе, çăвар тулли чӳхесе илĕр, вара сăмахăн кунçулĕ ăнăçлă пулĕ. http://ru.chuvash.org/e/d0a1d0bbd0bed0b2d0bed0bed0b1d180d0b0d0b7d0bed0b2d0b0d182d0b5d0bbd18cd0bdd18bd0b520d0b0d184d184d0b8d0bad181d18b20d187d183d0b2d0b0d188d181d0bad0bed0b3d0be20d18fd0b7d18bd0bad0b0 Viktor (сӳтсе явни) 15:53, 15 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)

  • Аффикссем нумай, анчах вĕсенчен чылайăшĕ продуктивлă мар шутланаççĕ. Тупсăм — нумай пулнинче мар. Тупсăм — пĕлсе усă курнинче. Сăмахăн е чĕлхен кунçулне палăртма эп ни патша мар, ни улăп мар, ни турă мар. Анчах куллен час-час усă куракан сăмах май килнĕ таран ансатрах пулмалла, сайра усă курăнаканни — кăткăс пулсан та аптрамасть. Ку — чи малта тăракан методикăлла принцип. «Строительство» пĕлтерĕше палăртакан ăнлава çав ĕçхĕлте мĕн пуррине пÿрпĕрех пĕтĕмпех чыхса тултараймастăн. Пурпĕрех тулашра мĕн те пулин юлатех. Е мĕн те пулин ытлашши те каять (калăпăр, çав вырăс ăнлавĕнче). «Строить дом» тата «строить глазки» тенисене пăхăр. Анчах та нимех те пĕлтермест.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:22, 11 Нарăс уйăхĕн 2021 (UTC)

Геннадий Айхи «çурттăвăм» тени[кодне тӳрлет]

Кăсăя килсе кайсан. Геннадий Айхи | Сăвă | 1975 | 300. Айпуçелĕк: (Юпа уйăхĕн вĕçĕ). Халалланă: Петĕр Эйçына. Цитата:

Кантăк. // Умра — пĕчĕк хурăн. // Ун хыçĕнче — тĕтрере — кĕр калчи. // Хурăн çинче—юлашки пĕр сар çулçă. // Ак юнашар кăсăя пырса ларчĕ. //Сăнарăм эп. Манăçрăм. // Çурттăвăм кранне асăрхарăм. // Кăшт тăрсассăн куратăп: // юлнă-мĕн — çулçă кăна, — // çавах, — // юлашки.

Цитата вĕçĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:40, 18 Нарăс уйăхĕн 2021 (UTC)

Геннадий Айхи чаплă сăвăç. Йĕр сыпăка ахаль кĕртмен, çул хăпартасси, асфальт сарасси - йĕртăвăм. Халь юплемелле-и çак термина? Сăвă çырнă чухне сăмахсене кĕскетеççĕ те, улăштараççĕ, ылмаштараççĕ, поэтика йĕркипе. Çурт (здание, сооружение, т. ыт. те) - йĕр (дорога, электролини, пăрăх линийĕ/йĕрĕ) тăвăм. Эпĕ темĕн чухлĕ шухăшласа майлаштарнă. Мĕншĕн пăсмалла? Viktor (сӳтсе явни) 15:49, 18 Нарăс уйăхĕн 2021 (UTC)

Çул тенине нихçан та «йĕр» темеççĕ вара. Çурт-йĕр текен ăнлава та хайхи йĕр тенине çынсем çул пирки, асфальт пирки манса ан кайччăр тесе мар чиксе хунă. Çав «йĕр» тени унта «çул» тенипе пачах та çыхăнман. Çурт-йĕр тени унта çурт тенине анлăлатни çеç, анчах та анлăлату çулсене шута илнипе мар пулса тухнă. Чăннипе калас-тăк, çурт-йĕр сăмахра «йĕр» компонент вырăн пĕлтерĕшлĕ.

Енчен те эпир «строительство» вырăнне урăхла сăмах шыратпăр пулсан, мĕншĕн мекĕçленетпĕр-ха? Мĕн тĕллевпе? Аванрах пултăр тесе. Енчен те Геннадий Айхие чаплă поэт, лайăх поэт тетпĕр пулсан, çакă ячĕшĕн пулмалла мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:35, 22 Ҫу уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

  • Çапла вара, «йĕр» тени «çурт—йĕр» ăнлавра çурт тенинех пĕлтерсе ăна АНЛĂЛАТАТЬ. Çавă çеç. Танлаштарма:«Çул-йĕр» сăмахра вара, çав мелпех, çул сăмаха анлалалтни пур. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 07:33, 23 Ҫу уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]
    «Ҫурт-йӗрпе» «Ҫул-йӗрти» мӑшӑр сӑмахсенчи «йӗр» расна пӗлтерӗшлӗ. «Ҫул-йӗр» тенӗ чухне «йӗр» тени «ҫул» тенинех пӗлтерет. Мӑшӑр сӑмахсенчи иккӗмӗш пайӗ чылай чухне авалхи, манӑҫа тухнӑ сӑмах. «Ҫурт-йӗр» тенинче те «йӗр» ҫурт евӗр хуралтӑсене пӗлтернӗ пулас. «Йӗр» тенине пӗрре те анлӑлатма усӑ курман. Суя япала ан ҫыр. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 16:34, 12 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

«Хăтлав» темелле[кодне тӳрлет]

«Хăтлав» темелле. Тĕпленрех — малашнехи хыпарсенче. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 20:00, 3 Юпа уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

«Строительство» (?)[кодне тӳрлет]

Строительство тени — нĕрсĕр варваризм. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:09, 12 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

  • Цитата«Строительство» та чӑваш сӑмахех. Вырӑс сӑмахӗсенчен «йӗрӗнекенсем» валли «Чӑваш халӑх сайтӗнче» «ҫурт тӑвӑм» тенипе усӑ куркалатпӑр. Тӗслӗхрен, «Ҫурт тӑвӑм техникумӗ». Анчах пур чухне те усӑ курма май ҫук унпа… Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 13:26, 12 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)Цитата вĕçĕ --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:12, 12 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]