Контент патне куҫ

Сӳтсе явасси:Çырсахуни

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

-НИ'пе пĕтекен терминсен сумлăхĕ, «авторитечĕ» çителĕксĕр. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:19, 7 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Вăхăтсемлĕх. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:32, 9 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Пуризмпа ытлашши ашкӑнмастӑр-и?[кодне тӳрлет]

Ҫӗнӗ терминсем ӑсталама тӑрӑшни аван-ха. Анчах мӗнле чӑваш сире ӑнланса пӗтӗ? «Ҫырсахуни» - кӑна вуласан ман пуҫа чи малтан «сообщение» термин килет, анчах вӑл сирӗн «расписание» иккен!!! Кама валли хатӗрлетӗр? Хӑвӑра валли кӑна! Ытти чӑвашсем сире ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа никам та википедине тултарма хутшӑнмасть. Виктор пуризмпа ашкӑнса ӑнланма йывӑр статьясем хатӗрленӗ хыҫҫӑн ман кунта ӗҫлес кӑмӑл пӗтрӗ. Халь пире тӑлмача вӗрентме терминсем ытларах кирлӗрен пула кӑна статьясем ҫырма кӗтӗм. Анчах статьясене вулатӑп та ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑрать! Чӑвашсем валли мар, хӑвӑра валли ҫеҫ ӑнланмалла статьясем ҫыратӑр! Унашкал Википедин усси — нуль. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 19:44, 10 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Викторпа пирĕн те тавлашу саманчĕсем пулаççĕ. Анчах та ку — ĕç саманчĕ тесе шутлатпăр, ытлашши йывăра илместпĕр. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 20:09, 10 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]
Сӑмах тавлашусем пирки мар — текстсем чӑвашсемшӗн ӑнланмалла пулмалли пирки. Кашни статьяна алӑра словарь тытса вулама тивнинче. Ҫавӑнпа халӑх хутшӑнасшӑн мар та. Мӗншӗн тесен кунта чӑваш чӗлхи мар, темле Ҫӗнӗ чӑваш чӗлхи. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 20:28, 10 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Мĕн вăл пуризм?[кодне тӳрлет]

Пуризм вăл киввине туртса кăларнине (çĕнĕрен вăйа кĕртнине) пĕлтерет. Пачах çĕнĕрен «шутласа кăларни» — пуризм мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 19:52, 10 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Пуризм — пӗтӗм термина чӑвашлатма тӑрӑшни. Чӑвашлатнӑ терминсем тунинче ним япӑххи те ҫук, анчах ку тӗлӗшпе ытлашши ашкӑнсан текст ҫынсемшӗн ӑнланми пулса тӑрать. Калӑпӑр, хальхи вырӑс ҫыннисем валли баскетбол вырӑнне «рукомяч», футбол вырӑнне «ногомяч» терминсемпе усӑ курса ҫырсан унашкал текста вырӑссене ӑнланма пит йывӑр пулӗччӗ. Ҫавӑнпа пуризмпа ытлашши ашкӑнма сӗнмеҫҫӗ те. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 20:31, 10 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]
Пуризм — кивелнĕ япалана çĕнетсе çĕнĕрен кÿлме ăнтăлни. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:19, 11 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Расписани[кодне тӳрлет]

Чăваш «расписани» тенисĕр пуçне урăх ним те пĕлмест. Вăл уншăн — питĕ «ăнланмалла». Ун вырăнне урăх хуть те мĕн кĕрт — «ăнланмалла мар» пулать. Вара хĕвел сÿниччен çав раçписсанипе мекĕçлемелле-ши вара? --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:19, 11 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]