Сӳтсе явасси:Акаци

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Терминологи[кодне тӳрлет]

Ку сăмах ăçтан тупăннă? Мĕншĕн акаци мар? Viktor (сӳтсе явни) 20:35, 4 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]

Акаци пулмалла ӗнтӗ. Елоданис каллех «вылять» пуль ӗнтӗ, чӑваш чӗлхине май килнӗ таран ӑнланмалларах мар тӑвасшӑн. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 21:53, 4 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]
Ма тата «АкациЯ» мар? ))) Акартси — Ашмарин сăмахсарĕнчен ним улăштармасăр илни (акă кам вăл хайхи, выляканни). Малтан АкарЦЦи тăвасшăнччĕ. Ашмаринăнне куртăм та — Акарцци мар, Акартси лартма шутларăм. Çавă кăна. Акацци тенине нихçан та илтмен. Яланах хăлхара — акарцци тени. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:42, 5 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]
«Хăшĕ-хăшĕ халĕ çак яхăнсенче кăна пӳрт умĕсене, пӳрт çумĕсене, карташ-хуралтă хыçĕсене сап-сарă чечеке ларакан, унтан йытă пăрçи пек пăрçи пулакан ешĕл йывăçсем (элшелсем хăйсем акартси теççĕ) ларта-ларта яркалаççĕ [Тимофеев 2002:56].» — ҫакӑ-им? Таҫти пӗр вырӑнта апла каланине пӗтӗм халӑх ҫине сарасшӑн мар-им? Атя вара, анне вырӑнне «апи» ҫине улӑштарӑпӑр? Пирӗн патра ҫапла калаҫ! Мӗнех ара, литература чӗлхи ҫине пӑхмӑпӑр, хамӑрлипе усӑ курӑпӑр? Ҫапла-и? Википеди ӑнланмалла пулмалла! Акартси тесе ҫырнине вара статьяра «Элшелсем акартси теҫҫӗ» тесе хушмалла. Тата: Ашмаринӑн пӗрремӗш томне чӑваш алфавитӗнче «ц» сасаплли ҫук чухне кӑларнӑ. Ҫавна май, ҫак факта та шута илес пулать. Пур хаҫат-журнал та «акаци» ҫырать. Википедине килекен ҫын та «акаци» шырать. Тупайман хыҫҫӑн ҫӗнӗ статья хатӗрлеме пултарать. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 20:04, 5 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]
Ашмарин сăмахсарĕнче «акартси» пур, «акарччи» пур, анчах та «акаци» çук!!!!!! --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 21:01, 5 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]
Ашмарин словарӗ миҫемӗш ҫулта тухнӑ? Чӑваш чӗлхин орфографи словарӗ (2002, ҫӗнӗреххи тухайман-ха), 15-мӗш стр.: «акаци». Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 21:09, 5 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]
Ашмарин кивелмен, кивелмест, малашне те кивелмĕ. Акаци — ячĕшĕн (чуххăмла) пĕр саспаллине кăларса пăрахнипе пулнă. Ăна епле вуламаллине словарь тăвакансем те пĕлмеççĕ. Плотников та, паллах, пĕлмест. Виноградов словарĕсемпе ан хăрат. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 21:17, 5 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]
Ну, тавай, ăнлантарса пар, епле пырса кĕмелле чăваш хăлхине «акаци» тени? Пусăм ăçта ÿкет? К саспалли епле илтенмелле? Ц саспалли епле илтенмелле? --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 21:20, 5 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]
Тӑванӑм, орфографи вӑл е ку саспалли мӗнле илтӗннине палӑртмасть. Орфографин тӗп тӗллевӗ: пӗрешкел ҫырмалли йӗркене палӑртасси. Мӗнле илтӗнмеллине транскрипципе кӑтартаҫҫӗ. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 12:32, 6 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]
А мĕн палăртать? Епле вуланассине мĕнле тавçăрса илмелле? Ахăртнех, чат вырăсли пек, анчах та юлашки сасса кăларса пăрахса. Ашмарин юлташ вара пачах урăхла шутланă. Хама илес пулсан, мĕн пурнăç тăршшĕпех акарцци тенĕ. Урăх тĕрлĕ нихçан та каламан. Çак факта ятарласа карттăчкă çине паспортласа çырса хума пултаран. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:54, 6 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]
Литература чӗлхи пырса кӗмесен пирӗн тӑрӑхра «апи» кӑна тенӗ пулӗччӗҫ. «Акарцци» тенине эп пӗрре те илтмен. Ун пек сирӗн енчен кӑна калаҫ ӗнтӗ. Апла вӑл диалект сӑмахӗ. Ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекине пӑхрӑм — унта та Акаци кӑна, Акарци ҫук. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 13:06, 6 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]
Мĕн «сÿпĕлтететĕн»? «Акаци» тенинче ăçта унта чăваш диалекчĕн палли? Вырăс чĕлхин паллисене пит аван куратăп. Вĕçенчи Я тенине кăларса пăрахнă та — çавă çеç. Е эс вырăс чĕлхине чăваш чĕлхин диалекчĕ тесе шутлатăн-и? «Акартси» пирки Ашмарин диалект сăмахĕ темен. Урăх вариантсене, «акатччи» текеннисĕр пуçне, илсе кăтартман. Ашмарина «тÿрлетекенсем» (ЧРÇС) диалект тенĕ, анчах ăçти диалект иккенне каламан. «Ахаци» пирки Хальхилле тенĕ те, çакăнпа хăйсен «ĕçне» вĕçленĕ. Анчах та «хальхилле» тени «литературăлла» тенине пĕлтермест. Урăх пĕлтерĕш. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:34, 6 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]
  • Ну, каласа ăнлантар, сир енче акарццие епле калаççĕ? «Акаци» тенине ан та асăн. Вăл чăваш чĕлхин нихăш диалектĕнче те çук, пулма та пултараймасть. Вырăсларан ним улаштармасăр кĕртнĕ ĕнтĕ, çапла калама пулать. Кунашкал пулăмра вара нимле диалектлăх та çук. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:40, 6 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]

Еплерех вуланни-каланни[кодне тӳрлет]

вырăсла

Акация = [аккаццийа]

чăвашла

Акарци = [агардзи]

Акарцци = [агарцци] = [агартси]

Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:55, 5 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]

Диалектла сăмах е диалектла мар?[кодне тӳрлет]

Ашмарин сăмахсарĕнче диалектла тесе палăртман. Унтах тепĕр вариант пур — акатччи. Вăт çакă диалектла сăмах пулма кирлĕ. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:19, 5 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]

Диалект сӑмахӗ. «Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕнче» ҫапла палӑртнӑ та. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 20:06, 5 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]
Ашмарин сăмахсарĕнче диалект сăмахĕ темен. ЧЧРĂС текен сăмахсарта диал. тени пур ĕнтĕ. Анчах юнашарах теприн пирки «хальхи» тени пур. Ыйту сиксе тухать: мĕнле çураçаççĕ ку палăртусем? Акаци пулма пултараймасть, мĕншĕн тесен ăна епле вуламалли те паллă мар. Ячĕшĕн юлашки саспаллие кăларса пăрахнă та çавăнпа çырлахнă. «Хальхи» тени «диалектла» тенине хирĕçле ăнлав мар. Ашмарин сăмахсарĕнче «акаци» тенине тупса пар, вара калаçатпăр. Çук Ашмарин сăмахсарĕнче ун пекки. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 21:01, 5 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]

«Хальхилле» тени словарь тăвакансем хăйсем шутласа кăларнине пĕлтерет[кодне тӳрлет]

«Хальхилле» тени словарь тăвакансем хăйсем шутласа кăларнине пĕлтерет (Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ) Мĕншĕн тесен «хальхилле» апла та, «унччен» вара урăхла пулнă имĕш. Кунашкал çавăрса хунинче диалектлăх пирки калани ним те çук. Хальхилле тата Унчченхилле — çавă çеç. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 21:08, 5 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]

«Хальхилле» çырма кам йышăннă? Хăçан? Ăçта? Çав çĕнĕ словаре тăвакансем-и? Кам вĕсене унашкал ирĕк панă? Патшалăх Канашĕ пуçтаранса çапла йышăннă-и? Çук пулман ун пекки!--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 21:24, 5 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]

Чăваш Ене мĕншĕн «Чуваши» (< Чувашия) теместĕн тата?[кодне тӳрлет]

"Чувашия" сăмахра юлашки Я саспаллие кăларса пăрах та — чăн чăвашла сăмах пулчĕ те! ))) Вăт çакнашкал хăтланасшăн пек пулса тухать. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 21:49, 5 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]

Эпир «Чувашинче» пурнатпăр. )))--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 21:50, 5 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]
Кунта «Чӑваш Ен» пирки мар, «Акаци» сӑмах пирки сӑмах пырать. Виноградова хисепленинче те мар, Плотникова хисепленинче те мар — орфографи словарӗнче ун пек палӑртнӑ пулсан — вӑл вариантпа усӑ курмалла та. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 12:35, 6 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]
Хуть «акаци», хуть «Чуваши» (регион) — пĕр кейс пулса тăраççĕ. Пăхса тухакан ыйту тĕлĕшпе вĕсен хушшинче нимле уйрăмлăх та çук. Вырасла сăмахра вĕçĕнче -ия тение тенипе улаштарнă та, çавă çеç. Ну, Чăвашстан е Чăваш Ен вырăнне «Чуваши» (регион) те эппин. Чăвашлла çÿпĕлесе калаçакансем çапла тăваççĕ те. А пырса перĕнейместен вĕт!!! Испания, Италия, Англия => Испани, Итали, Англи. Эппин, Чувашия вырăнне Чуваши. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:00, 6 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]