Сӳтсе явасси:Аналитикăллă геометри

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Кунашкал терминсенче -ла/-ле, -лла/-лле тени яланах -лă/-лĕ, -ллă/-ллĕ тенисенчен маларах тăрать. Хуть çапса пăрах, анчах та ку чăнах та çапла. Пĕреххут кивĕ варианта та сыхласа хăвармалла пулнă. Мĕншĕн тесен кăна çеç хăварсан лешĕн патне каçăсем кайма пăрахаççĕ. Чăвашла-вырăсла сăмахсара чăвашлă-вырăслă сăмахсар темеççĕ. Кунта та çаплах. Ейпух çапла! --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:11, 8 Нарăс уйăхĕн 2021 (UTC)

Мĕншĕн-ха «аналитикăлла» тени «аналитикăллă» тенинчен çÿлерех тăрать?[кодне тӳрлет]

Мĕншĕн-ха «аналитикăлла» тени «аналитикăллă» тенинчен çÿлерех тăрать? Мĕншĕн тесен иккĕмĕш вариант пуррине-çуккине кăтартать. Е — пур, е — çук. Пирĕн уйрăм тĕслĕхре: геометрире аналитика пур-и, çук-и? Геометрире аналитика яланах пур, лешĕ хуть те мĕнле пулсан та. Геометри нихçан та аналитикасăр мар. Аналитикăсăр геометри нихçан та пулмасть. Элементарлă геометрире те аналитика пур. Аналитикăлла тени вара пуррипе çуккине мар, япалан уйрăм паллине çеç палăртать. Çавăнпа та унашкал аффикс шăпах кунти пек терминсенче вырăнлă та ĕнтĕ. Ку аффиксăн хирĕçле варианчĕ çук, малтанхи аффиксăн, авă, пур (-сăр/-сĕр). Çав тери пысăк уйрăмлăх. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:34, 8 Нарăс уйăхĕн 2021 (UTC)