Контент патне куҫ

Сӳтсе явасси:Англи короллĕхĕ

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Мӗн вӑл «короллӗх»?

[кодне тӳрлет]

Темле ӑнман термин ӑсталанӑ та халь кашни кӗтесе ӑна чикеҫҫӗ. Мӗнле вуламалла? «Королевство»-ран мӗн енчен аванрах? «-лӗх» аффикс хушӑннипе-им? «Патшалӑх» ӗнтӗ вӑл япала, анчах мӗнле те пулин уйӑрмалла кӑна. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 13:01, 13 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Короллĕх. Король+Лĕх. Хусан ханлăхĕ тетпĕр тата. Эмират. Султтанат. Ливи Джамахирийĕ тетчĕç. Пурин те хăйĕн вырăнĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:22, 13 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Мӗнле хатӗрленине ӑнланатӑп-ха ӗнтӗ. Ӑнӑҫлӑ пулман тетӗп. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 14:17, 13 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Хăнăхман — çавăнпа. Ун пекки малашне нумай пулĕ. Çырмаран хăпарас тесен, хăнăхас пулать. Матрица, матрица, пуçри ĕлĕкхи матрица... Viktor (сӳтсе явни) 17:59, 13 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Епле вăл хăнăхман? Хальччен король тенине курман-илтмен-и? --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:02, 13 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
«Хӑнӑхман…» — вара ҫакӑ ӑнӑҫсӑр терминсемпе усӑ курмаллине пӗлтерет-им? Эсир кунӗпе ларатӑр та Википедире — «хӑнӑхса» ҫитнӗ, сирӗншӗн йӗркеллӗ. Анчах ытти халӑх сирӗн «ҫӗнӗ чӑваш чӗлхине» ӑнланмасть. Ҫавӑнпа Википедине хутшӑнасшӑн мар та. «Вӑт эпир кунта ҫапла ҫырса тултарӑпӑр та — пурте пирӗн пек ҫырма пуҫлӗҫ» — тетӗр пуль. Кӗтсе ларӑр — ӑнланмалла мар никам та ҫырмӗ. Чӑваш халӑхӗ эсир иксӗр кӑна мар, ҫавна май Википедине халӑх валли тумалла. Унсӑрӑн пустуй, усӑсӑр аппаланнӑ ӗҫ кӑна. Никам та ӑнланманран никамах та хутшӑнасшӑн мар. Ҫавӑнпа эпир, чӑвашсем, ытти халӑхсенчен юлса пыма пуҫларӑмӑр. Юрӗ, эсир ҫак япалана ҫавах ӑнланмастӑр, ӑнлантарса ҫитерме май ҫук. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 07:23, 14 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Николай кунта ĕçлекенсем çине ан тийĕр темтепĕр çитменлĕхе. Хăвăрăн форума мĕншĕн хупрăр? Халиччен те лараттăрчĕ унта сӳпĕлтетсе. Ellodanis5 та унта хутшăнăччĕ. Тактикăлла, çав проект хăйĕн ĕç-пуçне тунă ĕнтĕ, стратегилле малашлăхне уçса парайман, темелле. Хăçан-та-хăçан Viktor ывăнса халтан кайса пăрахăшĕ тесе кĕтсе лартăр, халĕ вара, чăтаймасăр, таврăнтăр. Вики-платформа вăйлăрах, анлăрах — вăл тĕрлĕ чĕлхеллĕ/проектлă. Чăваш Википедийĕ/Чăвашла Википеди чăвашсем валли анчах мар. Икĕ хире-хирĕç процесс пырать халăхра: пĕрисем манăçа тухаççĕ чăвашран, теприсем чăвашла вĕренме тытăнаççĕ, пĕчĕк чухне вырăс чĕлхине ашшĕ-амăшĕ вĕрентнĕ пулсан та (Хăвăрăн та çавăн пекчĕ, пулас.). Темиçе çул каялла чăвашсем пачах хăйсен чĕлхине таптаса каясшăн пулĕ, терĕм. Тен, урăх халăх çыннисем пулăшĕччĕç, е чăваш чĕлхи историре пысăккăнрах юлтăр тесе малалла çыртăм. Çаплах, халĕ Википедин хăйĕн куçаракан аппарат та пур. Куçаркалаççĕ çапла. Тепĕртак йышне хăпартсан, пирĕн уйрăма килĕç ютçынсем те. Психолог пек шухăшласан, çапла пулать: эпĕ чăвашла пĕлетĕп, калаçма пултаратăп тесе шутлать кашни чăваш, анчах та статья çырмашкăн кăмăл/вăхăт/хăнăху кирлĕ. Viktor (сӳтсе явни) 10:01, 14 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Короллĕх тенисĕр урăхла нимле те калаймастăн

[кодне тӳрлет]

Урахла вариантсем çук. Пачах та. Тата епле каласшăн? Англи ханлăхĕ? Султтанлăхĕ? Сулатанат? Эмират? Кананат? Кнеçлĕх? Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:13, 14 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]